Аксура тӗл пуличчен!
Уяв малашне пӗр вырăнта тӗпленмест, çитес çул ăна Аксу районӗ йышăнать.
Уяв кунӗпех кӗрлесе кăна тăчӗ, Уяв лаптăкӗнче сценăсем кăна темиçеччӗ. Вӗсем çинче пӗр-пӗринпе ылмашăнса ансамбльсем юрларӗç. Тепӗр сцена çинче чипер хӗрсен «Уяв пики» конкурсӗ пулчӗ. Палăртса хăварам, çак сценăсенчен пӗрин умӗ те çынсăр тăмарӗ. Халăх пултарулăх ушкăнӗсемпе пӗрле юрларӗ те, ташларӗ те. Чи пӗчӗккисем вара батут çинче сикрӗç, тӗрлӗ вăйăсем вылярӗç. Çапла савăнса иртрӗ чăваш культурин черетлӗ уявӗ.
Кăçал тепӗр çӗнӗлӗх те кӗртсе хăварчӗç. Уяв малашне пӗр вырăнта тӗпленмест, çитес çул ăна Аксу районӗ йышăнать. Куçса çӳрекен кубокпа ялава Нурлат район Ӗçтăвком ертӳçи А.Ахметшин Аксу район пуçлăхне К.Гилманова пачӗ. Эппин, çитес çул Аксура тӗл пуличчен! (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев