Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Нурлатсен юррисем

Мария Семёновна Андриянова (хӗр чухнехи хушамачӗ Кузьмина) 2016 çулхи октябрь уйăхӗнче 80 тултарчӗ. Вăл Нурлат районӗнчи Пӗчӗк Хăмăшлăра çуралнă, ӗмӗрне кунтах ирттерет. Мария Семеновнăн хӗрӗ Галина Владимировна Терентьева амăшӗн çăмăл мар пурнăçӗ çинчен çапла каласа парать: «Вăрçă çулӗсенче выçă вилес мар тесе ял кӗтӗвӗ кӗтнӗ анне. Кукамай Матрёна Петровна Кузьмина...

Мария Семёновна Андриянова (хӗр чухнехи хушамачӗ Кузьмина) 2016 çулхи октябрь уйăхӗнче 80 тултарчӗ. Вăл Нурлат районӗнчи Пӗчӗк Хăмăшлăра çуралнă, ӗмӗрне кунтах ирттерет.

Мария Семеновнăн хӗрӗ Галина Владимировна Терентьева амăшӗн çăмăл мар пурнăçӗ çинчен çапла каласа парать: «Вăрçă çулӗсенче выçă вилес мар тесе ял кӗтӗвӗ кӗтнӗ анне. Кукамай Матрёна Петровна Кузьмина мӗнле йывăр пулсан та, ачисене пăхса çитӗнтерет. 1942 çулхи август уйăхӗн 12-мӗшӗнче кукаçей вăрçăра вилет. Ăна Ленинград облаçӗн Поддорски районӗнчи Самбатово ялӗнче пытарнă. Анне ӗмӗр тăрш­шӗпе колхозра ӗçленӗ. Фермăра пăрусем пăхнă, чӗкӗнтӗр çумланă, утă çулнă. Ӗçлемен ӗçӗ пулман. Пурнăçӗ те çăмăл килмен. Аттепе вӗсем 5 ача, виçӗ хӗр те икӗ ывăл, çуратса ӳстернӗ. Паянхи кун аттепе аннен 9 мăнук, 13 кӗçӗн мăнук. Вӗсем пире пурне те ӗçе юратса ӗçлеме вӗрентнӗ».
Мария Семеновна Андриянова халăх сăмахлăхне лайăх пӗлет. Кивӗ Çӗнӗ çул каçӗ юрламалли юрăсене те астăвать. Галина Владимировна каланă тăрăх, Кивӗ Çӗнӗ çул каç çӗрӗ яма ял хӗрарăмӗсем вӗсен патне пуçтарăннă. «Юрла-юрла çӗрӗ яратчӗç. Анне юрăсем питӗ те нумай пӗлет, халь мана пуçларӗ ӗнтӗ. Ачасем эпир те хӗрарăмсемпе юнашар ларса вӗсем юрланине çăвар карса итлесе лараттăмăр. Кама мӗнле юрă тухнине çырса пыраттăмăр, - аса илет Галина Владимировна. Акă Кивӗ Çӗнӗ çулта юрламалли юрăсенчен хăшӗ-пӗрисем. Вӗсене Г.В.Терентьева амăшӗнчен, Мария Семеновнăран, 1996 çулта çырса илнӗ.

Кивӗ Çӗнӗ çулта юрламалли юрăсем
Январӗн 13-мӗшӗнче каçхине пуç­тарăнса, сӗтел йӗри-тавра ларса юрланă. Шывне пусăран ăсса килнӗ те чӳлмеке янă. Кайран чӳлмеке çӗрӗсем пăрахнă. Çав çӗрӗсене çемьери пӗр хӗр çавăрнă. Кашни юрă пуçне пӗр çӗрӗ кăларнă.

Чи малтан пуçлакан юрă:
Хура вăрман хӗрринче чăпар куккук
Авăтать те вăрман ян каять.
Çӗнӗ çул каçӗ эпир юрласассăн
Пирӗн ял çине сасă ян каять.

Çӗрӗ кăлармалли юрăсем:
1. Икӗ турă утçăм витере
Тавлашаç витерен тухасшăн,
Манăнах та мăшăр хура куçăм
Тавлашаç савние курасшăн.

2. Икӗ хура утçăм пур çинче
Мӗншӗн тухас çуран çул çине?
Ытарайми савнă тусăм пур çинче
Мӗншӗн хывас пуçа салхăва?

3. Чăмăр шерепелӗ хура тутăр
Хусантан килессе кӗтетпӗр.
Пирӗнех те ялта савни çук,
Ют ялтан килессе кӗтетпӗр.

4. Анкарти хыçӗнче тилӗ юртать,
Ури тӗпне кăлкан касмас-ши?
Эпир çӳрекен сар каччин
Пӗччен выртса ури шăнмасть-ши?

5. Хăмăшлă урамӗ чуллă урам
Тикӗсленет шур юр çусассăн.
Хăмăшлă урамӗ тăвăр урам
Ирӗк юлать эпир кайсассăн.

6. Хура вăрман урлă каçнă чухне
Çӗлӗк çаппа çакланчӗ.
Çӗлӗкӗм те аса килмерӗ,
Савнă тусăм асран каймарӗ.

7. Шуратса та каснă шур пӗрене
Ăста çынсем кирлӗ пурама.
Пирӗн пек те айван ачасене
Ватă çынсем кирлӗ ăс пама.

8. Çут çăлтăрсем çӳлте тӳпере,
Тăрăр пуян атьсем ӗçлеме.
Ӗçлесессӗн Турă мул парать,
Шухăшласан пуçа ăс кӗрет.

9. Çаврака та йӗтем тулă кăшăлӗ,
Ан уйăрăр унăн тусанне.
Эс лайăх вӗт, тусăм, эпӗ начар,
Ан пăрах-ха, тусăм, эс мана.

10. Шур пӳрт тăрупинчен тӗтӗм тухать,
Шур пӗлӗте кайса çыпăçать.
Хамран айван çынран сăмах илтсен,
Чӗре çумне кайса çыпăçать.

11. Сак айӗнче сакăр сар çăмарта
Сарăхайрӗ пуль тесе шухăшлап.
Мӗн илтрӗ пуççăм, мӗн курмарӗ,
Тур хушрӗ пуль тесе шухăшлап.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев