Суккăр çын çырнă сăвă
Çапла. Михаил Захаров вăрçăран суккăрланса таврăнать тăван ялне. Нурлат районӗнчи Ялавăрта пурăнма пуçлать вăл. Суккăрсен обществинчи çынсенчен концерт ушкăнӗ йӗркелесе таврари чăваш ялӗсем тăрăх çӳреме тытăнать. Унăн пӗркӗнеки кăна кун çути курнă - «Юрла, чӗрем» Анчах та унти кашни сăввинче чăн-чăн поэзи палăрать. Акă вӗсенчен пӗри. Тахçантанпа сăнатăп эп: Пӗр...
Çапла. Михаил Захаров вăрçăран суккăрланса таврăнать тăван ялне. Нурлат районӗнчи Ялавăрта пурăнма пуçлать вăл. Суккăрсен обществинчи çынсенчен концерт ушкăнӗ йӗркелесе таврари чăваш ялӗсем тăрăх çӳреме тытăнать. Унăн пӗркӗнеки кăна кун çути курнă - «Юрла, чӗрем» Анчах та унти кашни сăввинче чăн-чăн поэзи палăрать. Акă вӗсенчен пӗри.
Тахçантанпа сăнатăп эп:
Пӗр сар пике мана курсассăн
Е хӗрелет хăмачă пек,
Е сывласа илет пӗр ассăн.
Чипер. Чӗлхи те çепӗç ун.
Вăл маншăн çуннине сисетӗп.
Анчах та темшӗн хамăн чун
Ун еннелле туртмасть пӗрре те.
Эп савнă хӗр хам пек хура,
Эпӗ ăна çеç кăмăллатăп.
Сарри, тен, илӗ йывăра,
Çапах хамран писме калатăп.
Калатăп эп ыр суннăран -
Мана пула хӗне ан юлтăр.
Пӗлетӗп: тутлă ултавран
Чăнни аван, хăть йӳçӗ пултăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев