Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Суккăр поэтăн тепӗр сăвви

Вулакансем ыйтнипе Нурлат районӗнчи Михаил Захаров çырнă тепӗр сăвва пичетлетпӗр Ах, епле хитреччӗ ирхи шуçăм, Хӗм сапатчӗ çупкăмри палан, Хумханса шыв пек юхатчӗ уçăм, Хирӗсем сип-симӗсчӗ ялан. Пас тытсан вăрман кăвакаратчӗ, Йӗлтӗртен юлатчӗ икӗ йӗр. Ирсерен çырма хӗрне тухатчӗ Кӗвентеллӗ сарă çӳçлӗ хӗр. Тӳпере ишетчӗ çутă уйăх, Çăлтăрсем вылятчӗç куç...

Вулакансем ыйтнипе Нурлат районӗнчи Михаил Захаров çырнă тепӗр сăвва пичетлетпӗр

Ах, епле хитреччӗ ирхи шуçăм,

Хӗм сапатчӗ çупкăмри палан,

Хумханса шыв пек юхатчӗ уçăм,

Хирӗсем сип-симӗсчӗ ялан.

 

Пас тытсан вăрман кăвакаратчӗ,

Йӗлтӗртен юлатчӗ икӗ йӗр.

Ирсерен çырма хӗрне тухатчӗ

Кӗвентеллӗ сарă çӳçлӗ хӗр.

 

Тӳпере ишетчӗ çутă уйăх,

Çăлтăрсем вылятчӗç куç хӗссе.

Чечеке ларайнă ешӗл улăх

Хумханатчӗ сăвăсем кӗтсе.

 

Тен, çаплах халь те тӗнче сăнарӗ:

Авăнать çил вӗрнипе хăва,

Йăлтăркка хура куçсен кăварӗ

Систерет таса юратăва.

 

Çав сăнсем йăлтах манран пытаннă,

Тӗсӗ сӳннӗ анлă çут тӗнчен,

Çапăçу хирне тухсассăн манăн

Уйрăлма тӳр килчӗ вӗсенчен.

 

Ман Тăван çӗршыв шăпи, кун çулӗ

Ларнăччӗ ун чух виçе çине:

Çӗр çинче пӗрин çеç уяв пулӗ,

Кашни шаннă хăй çӗнессине.

 

Пӗтӗм халăх кар тăрса çӗкленчӗ

Сыхлама, çăлма тăван çӗре.

Çӗнтерӳ пирте пулса вӗçленчӗ -

… Вăл йӳне лармарӗ çав пире!

 

Миçе ял, хула чулпа кӗл пулчӗ,

Мӗн чуль хир таптанчӗ çăрăлса:

Миçе ывăл-хӗр аттесӗр юлчӗ,

Мӗн чуль йӗкӗт юлчӗ хуçăлса!

 

Юлашки хут курнă чух ман куçăм

Тин çӗкленнӗ ылтăн хӗвеле,

Çирӗме çеç пуснăччӗ-ха пуçăм,

Çын çине тухманччӗ ӗçпеле.

 

Ман алла туя-им тытмаллаччӗ

Улăха тухсассăн яшсемпе?

Ман пулас килмен-им хӳхӗм каччă

Çăлкуç пек тăп-тăрă куçсемпе?

 

Ман хуткупăс - уйрăлми юлташăм,

Эп ăна калуçăн вăйăра

Чун савни ташланине курманшăн

Вут хыпса илмен-и кăкăра?

 

Чун туртмасть-им ман, ӳкмест-и кăмăл

Руль тытса тухманшăн çул çине?

Ман курас килмест-им савнă ывăл

Шыв çинче ишсе вылянине?

 

Ман курас килмест-им пӗчӗк хӗрӗн

Авăнчăк куç харшийӗсене?

Йӗппе çип тытса илемлӗ тӗрӗ

Шур катан çине тӗрленине?

 

Ман курас, курас килет пурне те:

Кайăк аннине те çырмана.

Анне çеç ан макăртăрччӗ, тетӗп,

Çавна çеç курмашкăн хӗн мана.

 

Çуратса ӳстернӗ вăл ик ывăл.

Ют çынсем пытарнă аслине.

Таврăнмарӗ хăть тепри те сывă…

Йывăр пуль тӳсмешкӗн мӗскӗне.

 

Кӗрешӳ вучахӗ - маншăн пурнăç,

Чӗремре шыратăп хӗвеле.

Хуйхăма пачах пуласшăн курмăш,

Вăл çаплах тухасшăн çиеле.

 

Çавăнпа чуна çурса калатăп:

Çын ан пӗлтӗр, хурлăх мӗнлине.

Чӗререн вăрçа эп ылханатăп,

Вăл нихçан ан килтӗр çӗр çине!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев