Кикбоксинг чăвашла е Тӗнче кубокӗ шупашкарсенче!
«BESTFIGHTER» Тӗнче Кубокӗнче Шупашкар хӗрӗ, Чăваш Енри кикбогсинг ассоциацийӗн спортсменки Полина Петухова Тӗнче кубокне çӗнсе илнӗ.
Вăт ку хамăрла, вăт ку çитӗнӳ ! Июнӗн 14 – 17- мӗшӗсенче Италири Римени хулинче кикбогсингпа иртнӗ «BESTFIGHTER» Тӗнче Кубокӗнче Шупашкар хӗрӗ, Чăваш Енри кикбогсинг ассоциацийӗн спортсменки Полина Петухова (тренерӗсем Сергей Шабердинпа Алексей Соловьев) 52 килограмчченхи виçе йывăрăшӗллӗ хӗрарăмсен хушшинче Тӗнче кубокне çӗнсе илнӗ, тесе пӗлтерет Чăваш Ен Правительствин сайчӗ. Ăмăртăва 42 çӗршывран тӗрлӗ виçе категориллӗ 2000 ытла спортсмен хутшăннă. Полина чăнах та маттур, вăл çурма финалта Словакин титуллă спортсменкине Моника Хохликовăна парăнтарнă, финалта тепӗр вăйлă спортсменкăна Раççейри Кристина Исмаиловăна çӗнтернӗ. «Полина хăй мӗн пултарнипе усă курса чăн-чăн кӗрешӳçӗ характерне кăтартрӗ»,– тесе хаклаççӗ теренерӗсем ăмăрту саманчӗсенчи Полинăна. Маттур! (Сăнӳкерчӗк http://gov.cap.ru/Info.aspx? сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев