Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăтăрмахсем

Боевик киноринчен кая мар

Пăвари полици сотрудникӗ пӗлӗшӗпе пӗрле 29 çулти арçынна утти килӗшменнипе вăрласа кайнă, укçа тӳлеме хушнă...

Апрелӗн 28-мӗшӗнче ирпе ирех Пăвара боевик кинорисенчен кая мар преступлени пулнине хыпарлаççӗ республикăри следовательсем, 27 çулти çул-йӗр автоинспекторӗ хăйӗн 38-ти пӗлӗш предпринимательпе пӗрле хулари кану заведенийӗсенчен пӗрин умӗнче 29-ти арçынна тапăннă. Ӳсӗрскерсене унăн утти килӗшмен-мӗн.

Çамрăк çын темиçе çул каялла çурăм шăммине операци тунипе утти улшăнни пирки каланине хăлхана та чикмен вӗсем, хӗнеме тытăннă. Çапăçнă вăхăтра çамрăк çын предпринимателе питӗнченех лектернӗ иккен. Вӗсенчен вӗçерӗнсе каçхи клуба тарса кӗме хăтлансан, хуралçăсем кӗртмен. Кун хыççăн çамрăк çынна: «Ну халь пӗтрӗн», – тесе машина çине лартса хула хӗррине илсе кайнă. Кунта  малалла хӗненӗ, имӗш предпринимателе ӗмӗрӗнче никам та питрен çапса курман иккен, çакăншăн çамрăк çыннăн вилмелле-мӗн. Анчах кăшт вăхăт иртсен предприниматель ăна вӗлерес вырăнне укçа тӳлеме хушнă. Малтан 20 пин тенкӗ ыйтнă, анчах та автоинспектор Пăвара кун пек ӗç укçи тӳлеменнине аса илтерсен, суммăна 15 пине хăварнă. Сăмах май, хула хӗрринче хăйне хӗненӗ чухне теприн кӗсйинче удостоверение асăрханă та çамрăк çын. Хăйне хӳтӗлеме хăтланса бутылкăпа тытса яни хайхисене тата уртарса янă: вӗсем аллисене наручник тăхăнтарнă, буксир тросӗпе çыхса машинăран кăкарнă та вун-вун метр чуптарнă. Çапла арçыннăн вилес мар тесен укçа тӳлеме килӗшмех тивнӗ. Кун хыççăн тин хулана, хайхи клуба илсе кайнă ăна. Кунта официантка арçынна лешсем курман чух таксипе килне леçтернӗ.

Паллах, кун пек хӗненӗ хыççăн çамрăк çынна киле çитсенех япăх пулса кайнă, больницăра пуç мими чӗтреннине тата ытти сурансем пуррине палăртнă. Томографи хыççăн вара медицина ӗçченӗсем кун çинчен полицие пӗлтермесӗр пултарайман.

Çапла çакланнă преступниксем, вӗсен енӗпе çийӗнчех темиçе статьяпа уголовнăй ӗç пуçарнă. Автоинспектора вара полици сотрудникӗн ятне янăшăн çийӗнчех ӗçрен кăларнă. Хальхи вăхăтра следстви вӗçленмен-ха, пулса-иртнине тӗрӗслеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: криминал