Элкел районӗнче «ГАЗель» «МАЗпа» çапăннă
Паян, май уйăхӗн 30-мӗшӗнче, ирхине 03.48 минутра Элкел районӗнчи Пасарлă Матак патӗнче хăрушă авари пулнă.
Çакна курнă çынсем 112 телефонпа шăнкăравласа «ГАЗель» водительне кабинăра хӗссе хума пултарнине каланă, пӗлтерет ТР МЧС пресс-служби.
Вырăнти МЧС ӗçченӗсем чăнах та Алексеевски – Высокий Колок автоçулăн 39-мӗш çухрăмӗнче, Пасарлă Матак ялӗ çывăхӗнче, машинăсем пӗр-пӗрин çине пырса çапăннине, «ГАЗель» машинăн 23-ри водительне кабинăра хӗссе хунине асăрханă. Çăлавçăсем тиевлӗ машинăсен аккумуляторӗсене сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ, кабинăна хӗссе хунă водителе те кăларнă. Шел, сурансене пула вăл вырăнтах вилсе кайнă. «МАЗ» водителӗ те аманни паллă, ăна больницăна леçнӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, авари «ГАЗель» водителӗн айăпӗпе пулнă, вăл автомобиле тытса пырайман-мӗн. (Сăнӳкерчӗк ТР МЧСӗн).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев