Каллех...
Канмалли кунсенче те шыв-шурсенче каллех çынсем путса вилнӗ, сăлтавӗ яланхи пекех, хăрушсăрлăх çинчен манни.
Шăрăх кунсемпе пӗрлех çуллен çуллахи статистика пуçланать. Республикăри шыв-шурсенче куллен тенӗ пекех çын путнине кăтартать вăл. Ку та ниме те вӗрентмест иккен пире. Канмалли кунсенче те акă, шыв-шурсенче каллех çынсем путса вилнине пӗлтерет РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби. Сăлтавӗ яланхи пекех, хăрушсăрлăх çинчен манни. Азнакай районӗнчи трагеди те пуçсăрла хăтланнипе çыхăннă. 17-ри икӗ каччă шыв хӗрринче каннă. Пӗри кӗпер çинчен шыва чăмнă та темиçе метр ишсенех куçран çухалнă, ăна çăлас тесе тепӗр юлташӗ те шыва сикнӗ, анчах та çăлайман. Каччăн виллине темиçе сехетрен çăлавçăсем тупнă.
Çакăн йышши инкек тепӗр кун Пӗтреç районӗнче пулнине пӗлтерет пресс-служба. Темиçе юлташ плотина хӗрринче каннă-мӗн. Вӗсенчен пӗри, 32-ри арçын, темшӗн 15 метр сарлакăш плотинăна ишсе каçма шутланă, анчах та ӳсӗрскерӗн вăйӗ çитмен пулмалла, путма тытăннă. Ăна та юлташӗсем çăлайман. Виллине çăлавçăсем каярах 5 метр тарăнăшран кăларнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев