Кушак çури тейӗн...
Июлӗн 30-мӗшӗнче Чистай хулинче 23-ри çамрăк анне 3 уйăхри ачине пуçхӗрлӗ тытса иккӗмӗш хутри чӳречерен вăркăнтарнă...
Чистай хулинче июлӗн 30-мӗшӗнче пулнă преступлени ниепле те пуçа шăнăçаймасть. Кунта 23-ри çамрăк анне хăйӗн 3 уйăхри ачине уринчен пуçхӗрлӗ тытса иккӗмӗш хутри чӳречерен пăрахнине пӗлтерет республикăри Следстви управленийӗ. Çав кун пӗрле пурăнакан арçыннипе, 10-ри ывăлӗпе тата 3 уйăхри хӗрӗпе пӗрле пӗлӗшӗсем патне хăнана кайнă вăл. Хăналаннă хыççăн хӗрӗнкӗ кил хуçисем çывăрма выртсан, кусем харкашма тытăннă. Çак вăхăтра хӗрарăм те арçыннине хăратас шутпа, пепкине уринчен тытнă та: «Сана кирлӗ мар-тăк, мана та кирлӗ мар»,– тесе чӳречерен вăркăнтарнă. Чăн та, хăй мӗн туса хунине çийӗнчех ăнланнă пулмалла, ачи хыççăн урамалла вирхӗнсе те тухнă. Ывăлӗ вара кӳршисене вăратнă, лешсем чӗнтернӗ те медицина ӗçченӗсене. Бетон çине ӳксе йывăр суранланнă пепкене Республикăри ача-пăча клиникинех ăсатма тивнӗ. Хальхи вăхăтра çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев