Чăваш çыравçин юбилейӗнче тутарла ташларӗç
Пăва районӗнче тӗрлӗ наци çыннисем пӗр-пӗринпе килӗштерсе нумай ӗмӗр хушши туслă пурăнаççӗ. Хутăш ялсем районта нумай. Вӗсенчен пӗри Пӳркел. Кунта 60 процент чăваш та 40 процент тутар пурăнать. Чăвашӗсем тутарла, тутарӗсем чăвашла шăкăлтаттарса калаçаççӗ, хутăш çемьесем те пур. Пӳркелӗнчи вăтам шкулта ак ӗнтӗ миçе çул хушши «Ритм» ташă ушкăнӗ пур....
Пăва районӗнче тӗрлӗ наци çыннисем пӗр-пӗринпе килӗштерсе нумай ӗмӗр хушши туслă пурăнаççӗ. Хутăш ялсем районта нумай. Вӗсенчен пӗри Пӳркел. Кунта 60 процент чăваш та 40 процент тутар пурăнать. Чăвашӗсем тутарла, тутарӗсем чăвашла шăкăлтаттарса калаçаççӗ, хутăш çемьесем те пур.
Пӳркелӗнчи вăтам шкулта ак ӗнтӗ миçе çул хушши «Ритм» ташă ушкăнӗ пур. Ăна Людмила Хлынова педагог ертсе пырать. Ачасем хаваспах ташă кружокне хутшăнаççӗ. «Ритм» тӗрлӗрен конкурссемпе фестивальсенче çӗнсе илн Хисеп хучӗсемпе Дипломӗсене шутласа та пӗтреме çук. Людмила Николаевна ӗнтӗ нумай ачана ташлаттарса вӗрентсе кăларчӗ Пӳркелӗнчи вăтам шкултан.
Мартăн 15-мӗшӗнче асăннă шкулта Юркка Иванӗ çыравçă çуралнăранпа 155 çул çитнине халалласа наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта «Ритм» ташă ушкăнӗ 2 ташă кăтартрӗ. Вӗсенчен пӗри тутар ташши. Ăна ташлакан 14 ачаран 4-шӗ кăна тутар пулни нимле чăрмав та кӳмест сцена çинче. Вӗренекенсем чăваш ташшине те çаплах хӗрӳ ташлаççӗ. Çамрăк артистсен пултарулăхӗ конференцие хутшăнакансен кăмăлне кайрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев