Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Хура тăпра е тăпра хура

(Константин Малышев).Юлашки çулсенче республикăри хуласенчи, уйрăмах Хусанти, тасалăхпа тирпейлӗх çӳллӗ шая çӗкленчӗ. Шӗкӗр хулари урамсенче пластик савăтсене уйрăммăн пуçтарма çӳп-çап контейнерӗсем лартма пуçларӗç пулсан, ялсене экологи культури питӗ майпен кӗрсе пырать. Пытармалли çук, нумай çӗрте çынсем халӗ те-ха хăйсен кил таврашне кăна тирпейлеççӗ, кирлӗ мар çӳп-çап валли вырăн вара ăçта...

(Константин Малышев).Юлашки çулсенче республикăри хуласенчи, уйрăмах Хусанти, тасалăхпа тирпейлӗх çӳллӗ шая çӗкленчӗ. Шӗкӗр хулари урамсенче пластик савăтсене уйрăммăн пуçтарма çӳп-çап контейнерӗсем лартма пуçларӗç пулсан, ялсене экологи культури питӗ майпен кӗрсе пырать. Пытармалли çук, нумай çӗрте çынсем халӗ те-ха хăйсен кил таврашне кăна тирпейлеççӗ, кирлӗ мар çӳп-çап валли вырăн вара ăçта килнӗ унта тупăнать. Ытларах чухне вăл ял е çырма хӗрринчи пӗр-пӗр айлăм.

Тăхăрьял тăрăхӗ хăйӗн ту­лăхлă тăприпе мăнаçланать. Анчах та юлашки вăхăтра шă­пах ăна пула хăш-пӗр ял çыннисемпе ял администрацийӗсем хушшинче ăнланманлăх тухнă. Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ, Чăваш Киштекӗ, Шемек ялӗсен çывăхӗсенче вырăнти хăйтытăмлăх органӗсем кӳршӗ районти стройка валли тăм илме килӗшӳ тунă пулнă. Каярах Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Пăрăнтăкра «Татавтодор» валли склад тăвакан строительство фирмипе çав карьерсене хуп­лама, çиелтен хура тăпра сарса тикӗслеме калаçса татăлнă.

Карьерсене хăш-пӗр ялта çӳп-çап вырăнӗсенче ахальтен чавтарман. Ял администрацийӗсене унта-кунта сапаланса выртакан çӳп-çапшăн пуçран шăлмаççӗ. Хӗлле вӗсем юр айӗнче курăнсах каймаççӗ пулсан, çăва тухсан... Экологсем килессе кӗтсех тăр. Çавăнпа та ял пуçлăхӗсене ăнланма пулать, кама-тăр сăтăр тăвас тӗллевпе пуçламан кăна. Анчах урăхларах килсе тухнă.

Çӗнӗ Пăрăнтăкри элеватор çывăхне лартакан çӗнӗ база территорине ӗлӗкхи удобрени склачӗн çӗрӗ те кӗрет ахăр. Тăхăрьялти тăм карьерӗсене хупламалли тăпрана строительсем çав тӗлтен кӳнӗ тесе пӗлтерчӗç пире Çӗнӗ Мертлӗ çыннисем. Вӗсене Çӗнӗ Пăрăнтăкран Çӗнӗ Мертле тăпра турттаракан самосвалсене чарма карьертан тухакан усал шăршă хистенӗ-мӗн. Машинасене каялла çавăрса, шăтăка пушатнă начар шăршă кăларакан тăпрана каялла тиеттерсе янă çӗнӗмертлӗсем.

Июлӗн 18-мӗшӗнче вӗсем пирӗн редакци ӗçченӗсемпе вырăнти парк патӗнчи хуп­ла­са пӗтереймен карьер çывă­хӗнче тӗл пулчӗç. Çумăрсене пула шăтăкра шыв кӳлленчӗкӗ пухăннăччӗ. Çынсен сăма­хӗ­семпе, ку карьерта сахалтан та 50 кузов тăпра выртать. Çӗпрел районӗн çӗрне мӗншӗн Пăва районне леçни интереслентерет вӗсене. Çак карьера шыв башнинчен инçе мар (120 метртан) чавтарни те ыйту çуратать. Тата мӗншӗн лайăх тăм илнӗ пулсан лайăх тăпра кӳменни те.

Шăрши пур-и, çук-и, тăпра лайăх-и, сиенлӗ-и - экспертизăсăр палăртма йывăр. Çа­вăнпа та карьерта машина шăв-шавӗ чарăнсанах çакнашкал лару-тăрупа кăмăлсăр ял çыннисем экологсене чӗнтернӗ. Тӗрӗссипе, çӗнӗмертлӗсем хăйсем те ку енӗпе пурте пӗр шухăшлă мар. Тăм шăтăкне тӗрӗс чавнă, çӳп-çапа тирпейлени ялшăн аван текенсем те пурччӗ тӗлпулура. Вӗсен шучӗпе, карьера хупласа, тирпейлесе пӗтермелле.

Чăваш Киштекӗпе Шемекре лару-тăру урăхларах. Унти карьер­сене ялсенчен 1 çухрăм инçӗшре чавнă. Апла пулин те Çӗнӗ Мертлӗри пулăм хыççăн хумханакансем çук мар.

ТР Экологи министерствин Атăл ку енчи аналитика контролӗн специалисчӗсем карьерсене килсе тӗрлӗ вырăнтан тăпра тата сывлăш пробисене илнӗ. Анализсем çитес эрнере хатӗр пулмалла. Вӗсен результачӗсемпе пирӗн редакцине Пăва район администраци пуçлăхӗн пӗрремӗш çумӗ Ильдар Еремеев хăй пӗлтерме шантарчӗ. Лару-тăру пуçлăха та канăçсăрлантарать. Унăн сăмахӗсемпе, экспертиза пӗтӗмлетӗвӗсӗр кама-тăр айăплама е тӳрре кăларма васкамалла мар. Çынсене наркăмăшлантарас тӗллев никамăн та çук, пулман та. Çавăнпа та ыйтусене хирӗçӳсем хускатмасăр, йӗркене пăсмасăр, конструктивлă майпа пӗрле татса пама тăрăшмалла.

Пӗтӗмлетӳ тума иртерех. Экологсем хурав парасса кӗтетпӗр. Лару-тăру мӗнле аталаннине пирӗн редакци малашне те сăнаса тăрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев