Хусан континентри спортăн тӗп хули пулса тăрать
Хусан спортăн тӗп хули пулса тăни патне эпир хăнăха та пуçларăмăр пулмалла: майăн 13-15-мӗшӗсенче кунта самбопа Европа чемпионачӗ иртрӗ, 15-мӗшӗнче халăхсем хушшинчи СПИДА хирӗç кӗрешсе марафон пулчӗ, 18-25-мӗшӗсенче Европăри хӗрарăм полицейскисен хушшинчи волейбол чемпионачӗ. Çакă 1 эрнери спорт-график кăнавӗт-ха. Ку чухне Хусана ăмсанакан критиксен те чăнлăха йышăнма тивет. Раççей шайӗнчи...
Хусан спортăн тӗп хули пулса тăни патне эпир хăнăха та пуçларăмăр пулмалла: майăн 13-15-мӗшӗсенче кунта самбопа Европа чемпионачӗ иртрӗ, 15-мӗшӗнче халăхсем хушшинчи СПИДА хирӗç кӗрешсе марафон пулчӗ, 18-25-мӗшӗсенче Европăри хӗрарăм полицейскисен хушшинчи волейбол чемпионачӗ. Çакă 1 эрнери спорт-график кăнавӗт-ха. Ку чухне Хусана ăмсанакан критиксен те чăнлăха йышăнма тивет. Раççей шайӗнчи кăна мар, континент шайӗнче ирттереççӗ кунта спорт ăмăртăвӗсене. Хулара пурăнса мӗнле-ха вӗсеннчен айккинче тăрса юлăн? Спорта аталантарнин чи пысăк çитӗнӗвӗ - вăл тӗслӗх пулса тăрса ахаль çынсене сывă пурнăç йӗркине суйласа илме хистени. Казанка хӗррипе ирсерен теçетки-теçеткипе чупакансене куратăн-та, хăвăн та кроссовки тăхăнса вӗсен ретне хушăнас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев