Сувар

г. Казань

16+
Литература кăларăмӗ

Сарă арбуз

Хулара пурăнатпăр пулсан та пирӗн çурт умӗнче пӗчӗк пахча пур. Унта тем те ӳстерме пулать. Кишӗр, хăяр, сухан... Выляма кайиччен кашни каç пӗчӗк лейкăпа шăваратпăр. Лайăх ӳсеççӗ. Парка çитӗнеççӗ. Ӗнтӗ кишӗрӗ кача пӳрне хулăнăш пулнă. Анне сайратса парать те кăчăртаттаратпăр вара хыçалти шăлсемпе аран-аран. Малти шăлсем тӗпренсе пӗтнӗ. Арбуз ӳстересчӗ кунта. Ăна çиме шăл кирлӗ мар. Сарă тӗслине. Конфет пек пылаккине. Пулать-ши ун пекки?

Пылак юрататăп çав. Çавăнпа-и, тен, çăварта пӗр таса шăл та юлман. Пурте хуралса пӗтнӗ. Сӗт шăлӗсем хуралмалла мар пек-çке, сӗт шурă тӗслӗ...

Сӗт шăлӗсем сӗт юратаççӗ. Эп конфет юрататăп. Сӗт мар, йогурт тутлăрах. Шăлсене хисеплемерӗм. Хырăма кăна итлерӗм. Халь ак çăвара уçсан шăлт хоббит пек.  Шуйттан та хăраса тармалла манран…

Мӗнле майпа шурă шăлсене каялла тавăрмалла-ши? Ку шăлсемпе кишӗр çиме май та çук! Кам пулăшма пултарӗ-­ши мана?

Пулăшаканӗ пур тет-ха. Тусăм пӗлтерчӗ. Ун патне çӗрле килнӗ тет. Катăлнă шăлӗшӗн парне парса хăварнă тет. Анчах та ăна куçпа никам та курман. Пӗрех пурте пӗлеççӗ. Шăл Пирӗштийӗ вăл. Тен, мана та пулăшӗ?

Катăлнă шăла минтер айне хутăм. Çывăрса кăна каяс мар. Шăл Пирӗштийӗ мӗнлерех-ши? Ăçтан кӗрсе ăçтан тухса каять-ши? Çывăракан пӳлӗмӗн алăкне шăппăн тăрса кăшт кăна уçса хутăм. Утиял айӗнчен пăхса выртатăп. Куçа хупмалла. Пирӗшти çывăрса кайсан çеç килет терӗ анне. Апла çывăрам пек туса выртам-ха…

Нумай та кӗтмерӗм. Пӳлӗм алăкӗ уçăлчӗ. Шурă кӗпе çинче çирӗм çăлтăр йăлтăртатнипе пӳлӗм çуталса кайрӗ. Пи­рӗшти ӗнтӗ ку!

− Камилла, пӗчӗк хӗрӗм, шăлусем хуралса пӗтнипе ан кулян. Сан айăп çук кунта. Часах вӗсем шап-шурă шăлсемпе улшăнӗç. Ку пӗчӗк шăлна илсе каям-ха – çӗнӗ шăлсем ăсталама кирлӗ вăл. Сан валли вара кухньăра парне. Сарă арбуз.

Эпӗ ним чӗнме пӗлмерӗм. Епле илемлӗ, епле ачаш, епле ырă Пирӗшти! Сарă арбуз?! Ăçтан пӗлет-ха вăл эпӗ сарă арбуз çинчен ӗмӗтленнине?  

Хӗвел шевли кăтăкланипе вăранса кайрăм. Минтере çӗклесе пăхрăм. Çӗркӗ хунă шăл çук. Апла чăн та Пирӗшти килнӗ çӗрле. Кухньăна чупса кайрăм. Сӗтел çинче арбуз. Сарă мар… Симӗс.

− Анне! Пирӗшти сарă арбуз хăвартăм терӗ. Сарă мар-çке! Симӗс. Улталарӗ-им?

− Тӗлӗк куртăн-им?

− Çук! Чăн-чăнах килчӗ. Шурă кӗпи çинче çирӗм çăлтăр йăлтăртататчӗ. Эпӗ юри çывăрмасăр кӗтсе выртрăм.

− Ӳпкелеме ан васка. Атя, апат çиме хатӗрленер.

Вырăна пуçтартăм. Çăвăнтăм. Тумлантăм. Ӗнтӗ пурте сӗтел тавра ларса тухнă. Анне арбуз касасса кӗтетпӗр. Кăчăрт! Кăчăрт! Арбуз икке пайланчӗ.

− Сарă! Сарă! − кăшкăрса ятăм савăннипе. − Çав пӗчӗкçеççӗ шăлшăн çакăн пек пысăк арбуз парса хăварнă! Тӗлӗнтермӗш! 

− Атя, хăнала эппин, − тет анне.

Малтан аттепе аннене патăм, унтан шăллăм умне хутăм, вара хам валли илтӗм. Хӗвел пек сарă ăшлă, пылак та сӗтеклӗ парне пурин кăмăлне те кайрӗ. Вăррисене пуçтартăм. Килес çул акма шутларăмăр. Пӗчӗк пахчара арбуз валли те вырăн тупма пулать. Пирӗшти парнин вăрри шăтмаллах ӗнтӗ. 

Ирина БОЛЬШАКОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев