News by category - Литература кăларăмӗ
-
КĂМĂЛЛĂ ÇУЛТАШ Очерк
Пӗрлехи вакунра 1978 çулхи декабрь уйăхӗн пуçламăшӗнче Оренбург облаçӗнчи Орск хулинче командировкăра пултăм. Хама хушнă ӗçе пурнăçланă хыççăн таврăнмашкăн чугун çул станцине билет туянма кайрăм. Çар йӗркипе плацкарта кăна илмелле манăн, анчах вырăн çуккипе пӗрлехи вакунах билет илме тиврӗ. Купе валли укçа çук, пулсан та çар чаçӗ уншăн тăкака саплаштармасть, мӗншӗн тесен – купе пăхăнман.
-
АХРĂМ повесть
Николай АНДРЕЕВ
-
ТЕЛЕЙ ПАТНЕ ТӖРЛӖ СУКМАК
Светлана Гордеевăн «Хакне хуман парне» кӗнеки пичетленсе тухрӗ Çӳлти хăвата йышăнма чунпа ӳссе çитмелле, хатӗрленмелле
-
АХРĂМ повесть
Николай АНДРЕЕВ
-
ÇУЛÇĂ ШĂПИ
«Çамрăк çыравçă» конкурса килнӗ пӗрремӗш хайлавпа – Вадим Торгашовăн тӗрленчӗкӗпе паллаштаратпăр
-
ПУЙНĂ КУН ИРХИНЕ ИРЕХ ПӖÇЕРӖПӖР…
Çуркунне те çитрӗ, хӗвел хăйӗн ăшшине шеллемерӗ. Пирӗн те пысăк савăнăç, эпир те выляма урама тухатпăр. Хӗлле ăшă тумтир çуккипе пӳртре анчах вылянă. Çурхи шыв юхса пӗтнӗ-пӗтмен эпир çара уран чупатпăр. Лиза, Райкка, Валя, Нина юлташсемпе темиçе тӗрлӗ вăйă вылятпăр.
-
АСАП КУÇÇУЛӖ ТĂВАРЛĂ
Хăйсен ырă ятне çӗре ӳкересрен хăраса ачана ют алла парса хăварма ирӗк пачӗç.
-
Сысна туйӗ – 2
Пăва районӗнчи Пӳркелӗнчи ял библиотеки кăларакан «Тăхăрьял» литература альманахӗн 19-мӗш номерне кӗртнӗ калавсенчен пӗрне вулакансене хаклама сӗнетпӗр
-
Владимир Степанов Хĕр пĕркенчĕкĕ Мистикăлла калав
Çывăрма выртас умĕн лăпкă çанталăкпа кăштах киленсе илес тесе балкон çине тухса тăтăм. Ыран – шăматкун, ирех вăранмалла мар, ниçта та васкас çук. Каçхи хула хунар çутисен шăрçи-тенкине çакнă, çӳллĕ çуртсен куçĕсем çутăпа тулнă. Темĕн пысăкăш сарă уйăх пĕлĕтелле кармашать. Тӳлек те лăпкă ăшă каç тăрать – юрăри пекех. Хура тӳпере темĕнле ăнланмалла мар мĕлке палăрма пуçланине асăрхарăм сасартăк. Тата мĕн амакĕ куçа курăнать?
-
«Шурăмпуç»
Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче ку кăларăмăн тухмаллахччӗ. Литературное издание создано при поддержке Республиканского Агентства по печати и массовым коммуникациям «Татмедиа».
-
ПЕТР СЕРГЕЕВ ИЛЛЮСТРАТОР ÇИНЧЕН
– Юратнă кӗнеке, картина? – Константин Ивановăн «Нарспи» кӗнеки, Виктор Васнецовăн картинисем
-
Виталий Елтовăн калавӗ
Йăлăхтарсах çитерчӗç çак хушусем. Йӗкӗт чух диван çине тăсăлса выртаттăм та кăмăл туличчен телевизор пăхаттăм. «Çук, пăрахтармалла Сăпание хушусемпе перкелешме», – шутлатăп пӗрмай. Чăнах та, малтанлăха пурнăçласа пытăм-ха вăл хушнисене: вăрмантан виçӗ лав вӗрлӗк кӳтӗм, юпасем те хатӗрлерӗм.
-
Тӳпеттей
Иван Бильменов хура «Волгăпа» хуларан тăван ялне таврăнать, инçе мар вӗсен хушши, 30 çухрăм çеç. Ялта ӗçлемест халь вăл, анчах темиçе çул каялла кăна çӗр çынниччӗ. Нумай çул колхозра водительте вăй хучӗ, ЗИЛ-130 автомашинăпа çӳрерӗ, ялан малта пычӗ. Тăрăшуллă шофер вăл, ун машини ялан хутра. Уявсем тӗлне лайăх ӗçшӗн премисем те илетчӗ. Ӗççи вăхăтӗнче машининчен прицеп çаклатса ярса элеватора нумай тырă турттарчӗ, республикипех мала тухрӗ. Уншăн ăна ВДНХ ылтăн медальне пачӗç. Колхоз председателӗ те, ытти пуçлăхсем те ăна шав мухтатчӗç, шанатчӗç, тӗслӗхе хуратчӗç, яваплă рейссене яратчӗç.
-
Митя
Дмитрий МОИСЕЕВ Калав
-
Чăваш Майнинчи пӗртен-пӗр ветеран 94 çул тултарчӗ
«Сасартăк Чăваш Майнинчи пушар каланчинчи чан çапни илтӗнсе кайрӗ. «Мӗн пулнă, пушар-ши?!» – тесе урама чупса тухрăм. Ял çыннисем урам тăрăх чупаççӗ. «Вăрçă! Вăрçă пуçланнă!» – тени илтӗнет унта та кунта. Юпа çинчи çатма пек радиоран Левитанăн сасси илтӗнсе кайрӗ: «Германи çарӗсем пӗр систермесӗр пирӗн çӗршыв çине тапăнса кӗнӗ...» Ял-йыш, вăрçă нушине пӗлекенскер, хуйха ӳкрӗ. Хӗрарăмсем макăраççӗ, çарта пулнисем «тăшмансене час хӳтерсе ярăпăр, Совет Союзӗ хăватлă» теççӗ. Пуху салансан çынсем вăрçа кайма хатӗрленчӗç...» – çапла аса илчӗ июнӗн 22-мӗшӗнче 94 çул тултарнă вăрçă ветеранӗ, Алексеевски районӗн хисеплӗ гражданинӗ М.П.Константинов Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă куна.