Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

Ку кӗнекене вуланипе пӗрлех сăрласа илемлетме те пулать

Иван Яковлевăн «Сармантей» ятлă паллă юмахне пӗлмен çын çук та пулӗ. Чăваш кӗнеке издательствинче вăл тӗрлӗ çулта чăвашла та, вырăсла та, харăсах икӗ чӗлхепе те пичетленнӗ.

Мӗн пулса иртет-ха ку юмахра? «Сармантейӗн сарă чăххи сарă çăмарта тунă, ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çӗмӗрнӗ...» Кам шутланă ку пулăм тӗрлӗ пăтăрмах патне илсе çитерессе?

Çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче юмах харăсах икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – çӗнӗрен пичетленчӗ. Ăна хатӗрлекенӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Светлана Бритвина. Тиражӗ – 2000 экземпляр. Вăл ахаль кăларăм мар, сăрласа илемлетмелли. Кӗнекен кашни страницинче ӳнерçӗ пӗр-пӗр пулăма сăнласа панă, пӗчӗк ачасен вара вӗсене тӗрлӗ тӗспе сăрласа илемлетмелле. Çавăнпа ку юмах кӗнекипе паллашма ларсан кăранташсем те хатӗрлеме ан манăр. Эсир вăхăта усăллă ирттерессе шанатпăр. Ăнăçу сунатпăр!

Дарья МОРОЗОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев