Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

«ÇӖНӖ КАСĂН ШУХĂ ЯШӖСЕМ»

Юрий Исаевăн кӗнеки пичетленсе тухрӗ

Тин кăна Чăваш кӗнеке издательствинче Юрий Исаевăн «Çӗнӗ касăн шухă яшӗсем» кăларăмӗ пичетленсе тухрӗ. Редакторӗ – Владимир Степанов, ӳнерçи – Дмитрий Литаврин. Тиражӗ – 800 экземпляр. Кӗнеке алçырăвӗ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2022 çулхи конкурсӗнче çӗнтернӗ. 

Юрий Исаев – филологи наукисен докторӗ (2016), Чăваш Республикин патшалăх премийӗн лауреачӗ (2015). 1969 çулта Патăрьел районӗнчи Нăрваш Шăхаль ялӗнче çуралнă. 1987 – 1989 çулсенче Совет çарӗнче хӗсметре пулнă. 1990 çулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнчи чăваш филологийӗпе культура факультетӗнчен вӗренсе тухнă. Вӗрентӳ тытăмӗнче тӗрлӗ яваплăхра тăрăшнă – Чăваш Республикин вӗрентӳ министрӗ те пулнă.

Юрий Николаевич республикăри хаçат-журналта тӗрленчӗксем, заметкăсемпе статьясем пичетленӗ. Литература каçалăкӗнче 50 çула çитес умӗн тӗплӗ ӗçлеме пуçланă. 2019 çулта унăн «Картсем» ятлă калавсен пуххи пичетленсе тухнă. Ю.Исаевăн хайлавӗсем Шупашкар, Мускав, Тирасполь хулисенчи литература журналӗсенче кун çути курнă. Вӗсенчен чи сумлисем Раççейри халăхсен «Художественная публицистика» антологийӗнче Мускавра пичетленнӗ (2021).

«Çӗнӗ касăн шухă яшӗсем» кӗнекери хайлавсем пурнăç пулăмӗсене çутатаççӗ, туслăхпа юрату, ырăпа усал ыйтăвӗсене тишкереççӗ, ӗçе тата çутçанталăка юратма, аслă ăрăва хисеплеме вӗрентеççӗ. Кăларăмăн пӗрремӗш пайне калавсем кӗнӗ. Унти геройсем пурнăç тути-масине ӗçре туптанса, туслăхпа хавхаланса туйма хăнăхаççӗ, чунпа тата ăс-тăнпа çирӗпленеççӗ. Хайлав пуххин иккӗмӗш пайӗнче – асаилӳ тӗрленчӗкӗсем, вӗсем ачалăхри асамлă самантсене, паянхи пурнăç енӗсене сăнарлаççӗ. Унти геройсем – авторпа пӗр ял çыннисем, унăн тăванӗсем, тусӗсем. Тӗрленчӗксем самана чуппине кăтартаççӗ, пурнăç хаклăхӗсемпе йывăрлăхӗсем пирки шухăшлаттараççӗ.

Ольга ИВАНОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев