«Рассвет» колхозра нумай çул пăрусем пăхнă вăл.
Пăва районӗнчи Мăкăр ялӗнче пурăнакан Лидия Семёновна ЛЯУКИНА сентябрӗн 15-мӗшӗнче 90 çул тултарать. «Рассвет» колхозра нумай çул пăрусем пăхнă вăл. Юратнă çыннăмăра сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр! Пурнăç çулӗпе тата нумай-нумай çул утма çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, тулли телей, тӗнчери мӗнпур ыррине сунатпăр. Питӳ çинчен йăл кулă ан кайтăр, ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр.

Тавах сана, аннемӗр, эс пурришӗн,
Кил чысӗпе çемье ăшши пулнишӗн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Саламлаканӗсем: ачисем, мăнукӗсемпе кӗçӗн мăнукӗсем, тăванӗсем.
Нет комментариев