Александр Шадриков ТР экологипе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗнчен кайнӑ
Паян Александр Шадриков министр постӗнчен кайни ҫинчен паллӑ пулчӗ. 7 ҫул вӑл Экологи министерствине ертсе пырса курӑмлӑ ӗҫсем турӗ. Республика правительствинче вӑл пӗртен пӗр чӑвашчӗ.
ТР Правительствин паянхи ларӑвӗнче Рустам Минниханов Александр Шадриков ТР Экологипе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министр должноҫӗнчен тухнине пӗлтернӗ.
Ку экс-министр Мускава ӗҫлеме куҫнипе ҫыхӑннӑ. Ларура ТР Раисӗ Александр Шадрикова "Дуслык" орденпа наградӑланӑ, республикӑн экологи аталанӑвне пысӑк тӳпе кӗртнӗшӗн тав тунӑ, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗнче ӑнӑҫу суннӑ.
Аса илтеретпӗр, Александр Шадриков министр должноҫӗнче 2018 ҫултанпа вӑй хунӑ. Унччен 2013 - 2018 ҫулсенче Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
Сӑнӳкерчӗк "Татмедиа" Телеграмри каналӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев