Аксу хула евӗрлӗ поселокӗнче пурăнакан хаклă та хисеплӗ тăванăмăр, Аксу вăрман хуçалăхӗнче вăрмана хураллас тата сыхлас енӗпе нумай çул инженер пулса ӗçленӗ Александр Степанович ИЛЬМУХИН январӗн 19-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ.
Эпир ăна çак сумлă юбилей ячӗпе чӗререн саламласа хурçă пек çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, тулли телей, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Утас çулу такăр пултăр, пурнăçри кашни самант савăнăçпа тултăр. Мӗн шухăшлани пурнăçлансах пытăр!
Иртет-çке вăхăт, çитрӗ юбилей,
Пур кăмăлтан сана халь саламлатпăр.
Хӗвеллӗ пурнăç, сывлăх та телей,
Вăй-хал, ыр кăмăл, канăçлăх сунатпăр.
Çывăх тăванӗсем.
Нет комментариев