Презентацин тӗп хӑнисем – салтаксемпе волонтерсем
«Ангел малта, эпир ун хыҫҫӑн» кӗнекен 4-мӗш презентацийӗ паян, декабрӗн 19-мӗшӗнче, Ҫӗпрел районӗн Культура ҫуртӗнче иртрӗ. Яланхи пекех, тӗп хӑнасем кӗнекене кӗнӗ СВО салтакӗсем, вӗсен ҫемйисемпе волонтерсем пулчӗҫ.
Кӗнеке авторӗ Ирина Кузьмина та, проектӑн ертӳҫи Ирина Трифонова («Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ) та ҫак район ҫыннисем. Апла пулсан та презентацие кунта ирттернин сӑлтавӗ кунпа ҫыхӑнман. Журналистсем хӑтлава Раҫҫей Геройӗсен тӑван ялӗсенче ирттерме малтанах йышӑннӑ. Ҫӗпрел районӗн те пур кун пек Паттӑр. 2023 ҫулта Донецк енче паттӑрлӑх кӑтартса пуҫ хунӑ полковник-разведчика Андрей Колпакова Раҫҫей Геройӗн ятне панӑ (вилнӗ хыҫҫӑн). Тымарӗсем унӑн Чӑваш Ҫӗпрелӗнчен. Хӑтлава Андрей Валерьевичӑн амӑшӗпе ывӑлӗ Людмила Васильевнӑпа Ярослав Колпаковсем килнӗччӗ.
Яланхи пекех презентаци СВО салтакӗсемпе волонтерсен сӑнӳкерчӗкӗсенчен тӑракан слайдран пуҫланчӗ. Район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вырӑнти ЧНКЦ ертӳҫи Алексей Ярухин суварҫӑсене кӗнеке кӑларнӑ ятпа саламланӑ май ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ районти мӗнпур салтакпа офицер ҫинчен вырӑсла ҫакнашкал кӗнеке кӑларас шухӑш пуррине, ку ӗҫе ҫыравҫӑсене пурне те хутшӑнма чӗнчӗ.
«Ангел малта, эпир ун хыҫҫӑн» кӗнекен презентаци программи пӗр пулсан та кашни районта тӗрлӗрен иртрӗ, мӗншӗн тесен кашни районӑн хӑйӗн паттӑрӗсем. Ку районтан та акӑ кӗнекене 10 салтак кӗнӗ. Вӗсем: СВО ветеранӗсем А.Ягашкинпа В.Карусев, офицер-танкистсем Ю.Воробьевпа Д.Шингарев, контрактпа службӑра тӑракан С.Вунберовпа С Колпаков, Хусанти Росгвардин "Барс -26" спецназӗн артиллерисчӗсем К.Годуновпа М.Журавлев тата патӑррӑн пуҫ хунӑ А.Колпаков, И.Арьяхов, И.Сидоров, А.Данилов.
Автор кӗнекене ветерансене, салтаксен ашшӗ-амӑшӗсене сцена ҫине кӑларсах парнелерӗ. Ҫак самант кашни презентацире чи хумханулли пулчӗ.
Хӑтлавӑн тепӗр пысӑк пайне салтаксене пулӑшакан волонтерсене халалларӗҫ. Ку районта та йышлӑн вӗсем. Чӑваш Ҫӗпрел, Упи, Алешкин Саплӑк, Матак ялӗсенче маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ. Ульяновск хулинчи ҫар ветеранӗсен "Боевое братство" пӗрлешӗвӗнче тӑракан отставкӑри офицерсем М.Саяпов, С.Петрянкин, В.Ярухин, Республикӑри ҫар ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн Ҫӗпрелӗнчи уйрӑмӗн председателӗ В.Петухов ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ пирвайхи кунсенченех гуманитари пулӑшӑвӗ пухса салтаксем патне леҫеҫҫӗ. Ҫак кунсенче 62-мӗш гуманитари конвойӗпе ҫула тухма хатӗрленеҫҫӗ. Асӑннӑ кӗнекен авторне И.Кузьминана тата «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторне И.Трифоновӑна СВОри салтаксемпе вӗсен ҫемйисене ҫакӑн пек тӗрев парса пулӑшнӑшӑн Суворов орденӗллӗ 83-мӗш уйрӑм гварди десантпа штурм бригади парса янӑ Тав ҫырӑвӗпе чысларӗҫ.
Вырӑнти "Своих не бросаем", Ульяновск облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи "Сердечный ZOV» волонтерсен ушкӑнӗсен хастарӗсем Н.Пустынинӑпа А.Спиридонова та сцена ҫинчен хӑйсен ӗҫӗпе паллаштарчӗҫ. "Сувар" хаҫат редакторӗ Чӑваш Ҫӗпрелӗнчи "Своих не бросаем"волонтерсен ушкӑнне салтаксем валли кирлине туянмашкӑн Тутарстан чӑвашӗсенчен 15 000 тенкӗ укҫа пачӗ.
Презентацире ҫаплах паллӑ чӑваш ҫыравҫисем те пулчӗҫ. Галина Кӗмӗл сӑвӑҫ хӑй те салтак амӑшӗ, ывӑлӗ хальхи вӑхӑтра СВОра ун, ывӑлне халалланӑ сӑввине чӗрене тивмелле вуласа пачӗ, Николай Ларионов та салтаксем ҫинчен ҫырнӑ сӑввине каларӗ, ҫыравҫӑ районти салтаксем ҫинчен кӗнеке кӑларас ӗҫе вӑл хаваспах хутшӑнма хатӗррине пӗлтерчӗ. Лайӑш районӗнчи "Весна"дуэт (Э. Савельевӑпа Е.Макарова), Хусанти АЮНА (Ак.Еремеева) тата "Сувар" хаҫат тӗп редакторӗн И.Трифонован юррисем илтӗм кӳчӗҫ.
"Ангел малта, эпир ун хыҫҫӑн" кӗнекепе ҫӗпрелсем библиотекӑсенче паллашма пултараҫҫӗ, редакци Ҫӗпрел районӗнчи Чӑваш ялӗсенчи библиотекӑсем валли кӗнекесем парнелерӗ.
Ҫапла ку хутӗнче те хумхануллӑ иртрӗ презентаци. Хӑтлава ирттерме пулӑшнӑшӑн район ертӳҫисене, уйрӑмах администраци пуҫлӑхне М.Гафарова тата хӑтлава килнӗ район ҫыннисене пурне те тав тӑватпӑр. Тӗплӗнрех "Сувар" хаҫатӑн ҫитес номерӗнче вулӑр.(В.Александрова сӑнӳкерчӗкӗсем).
Сăнӳкерчӗксене галерейăра пăхма пултаратăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев