Çамрăк парламентарисем ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвне ăсатрӗç
Гуманитари тиевне пуçтарас ӗçе çамрӑксем, вӗрентӳ учрежденийӗсен представителӗсем, предпринимательсем, кун пек ӗçре айккинче тăрса юлма пултарайман çынсем хутшăнчӗç.
Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗ çумӗнчи Çамрӑксен парламенчӗн пайташӗсем тӗрлӗ обществăлла пӗрлешӳсен представителӗсемпе пӗрле ятарлӑ çар операцине хутшăннă çар çыннисем валли гуманитари пулӑшӑвне ăсатрӗç.
Гуманитари тиевне пуçтарас ӗçе çамрӑксем, вӗрентӳ учрежденийӗсен представителӗсем, предпринимательсем, кун пек ӗçре айккинче тăрса юлма пултарайман çынсем хутшăнчӗç.

Пӗрле вӗсем ку вăхăтра çар çыннисене чи кирлӗ япаласене пухса пачӗç: генераторсем, газ баллонӗсем, ăшă тумтир, апат-çимӗç, медикаментсем, çывӑрмалли михӗсем, тактика кутамккисем, кирлӗ япаласем. Ку йышши акцисем питӗ кирлӗ. Гуманитари пулăшăвӗ вăл чи малтан тимлӗхпе хаклă. Çапла майпа акцисем ирттерсе мирлӗ граждансем хăйсем чун-чӗрепе Тăван Çӗршыва хӳтӗлекенсемпе пӗрле пулнине палăртаççӗ.
Çамрăксен парламенчӗ пуçарнă акцие Тутарстанăн ертӳçӗ аслӑ шкулӗсемпе вăтам профессилле вӗрентӳ учрежденийӗсем, обществăлла пӗрлешӳсем, юлташлăх организацисем, предпринимательсем пысăк хавхаланупа хутшӑнчӗç.

«Хамăрăн командирсен ятӗнчен тата батальонăн харпăр йышӗнчен республикӑра пурӑнакансене гуманитари пулӑшӑвӗ пуçтарса панăшăн пысӑк тав сӑмахӗсем калас килет. Çапла майпа эсир пире çӗнтерӗве çывхартма пулӑшатӑр», – тенӗ батальонра тăракан çар çыннисенчен пӗри.
Çамрӑк парламентарисем ие хăйсен енчен тиевне пухма пулăшнисене пурне те тав турӗç. «Ырă кăмăлтан çак ӗçе хутшӑннипе ку пулӑшу пирӗн хӳтӗлевçӗсем патне çитрӗ, ку вӗсене тӗрев панин символӗ пулса тăчӗ», – терӗç хавхаланнă çамрăксем.
Сăнӳкерчӗк https://gossov.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев