Çамрăк поварсен турнирӗнче 12 çӗршывăн 25 çула çитмен чи пултаруллă 16 поварӗ ăмăртать
Ислам тӗнчин çамрăк поварӗсен халăхсен хушшинчи турнирӗ кăçал та «Раççей – Ислам тӗнчи: KazanForum» форумăн (майăн 13 – 18-мӗшӗсем, Kazan Expo Курав центрӗ) чи тутлă пайӗ. Май уйăхӗн 14 – 16-мӗшӗсенче кунта Египет, Малайзи, Сауд Аравийӗ, Турци – пурӗ 12 çӗршывăн 25 çула çитмен чи пултаруллă 16 поварӗ Юнус Ахметзянов ячӗллӗ халăхсен хушшинчи турнирта хăйсен çӗршывӗн апат-çимӗçне хатӗрлесе ăмăртаççӗ. Вӗсен пултарулăхне 13 çӗршыв судйи хаклать.
Турнир шучӗпе иккӗмӗш. Ун хӳттипе çаплах тата профильлӗ вӗренӳ заведенийӗсенче повар-кондитера вӗренекен студентсен хушшинче Пӗтӗм Раççейри «Юниорсен лиги» те иртет. Пӗлтӗр унта 6 команда хутшăннă пулсан, кăçал – 18. Командăсем Тутарстанри муниципаллă районсенчен, Санкт-Петербургран, Свердловск облаçӗнчи Каменск-Уральскран тата Мускав облаçӗсенчен килсе çитрӗç. Вӗсенчен чи пултаруллине кăçал Раççейӗн чи паллă шеф-кондитерсенчен пӗри Нина Тарасова хаклать. Çапла майпа студентсемшӗн тӗнчери чи чаплă шеф-поварсемпе паллашма, вӗсенчен вӗренме кăна мар, ют çӗршывсене стажировкăна кайма, чи лайăх ресторансене ӗçе вырнаçмалли май та ку.
Турнир конкурсанчӗсен, çавăн пекех юниорсен те, 1,5 сехет хушшинче виçӗ тӗрлӗ апат: закуска, вӗри апат тата десерт хатӗрлесе ӗлкӗрмелле.
– Апат тути çине кăна мар, презентацие те питӗ пысăк тимлӗх уйăратпăр. Урăхла каласан, турилккере мӗнле-мӗнле ингредиентсем пуррине кăна мар, çӗршыв историне кăтартма пӗлмелле, – жюри мӗн çине тимлӗх уйăрассине пӗлтерчӗ жюри председателӗ Андрей Саховский.
Сăмах май, Хусанта иртекен поварсен турнирӗн хатӗрлӗхне ислам тӗнчи çӳллӗ шайра хаклать. Ытти çӗршывсемпе танлаштарсан, поварсене пултарулăха кăтартма мӗнпур майсемпе оборудованипе тивӗçтереççӗ кунта. Тӗп продуктсене турнир хуçисем туянаççӗ, конкурсант хăйӗн çӗршывӗнчен специсемпе продукта кăна пӗрле илсе килет.
Хусан турнирӗн тепӗр хăйевӗрлӗхӗ те пур кăçал: конкурсантсем хатӗрлекен апата жюрисӗр пуçне курма килнисем пурте тутанса пăхма пултараççӗ. Çапла майпа хусансемпе хăнасен 8 халăх – Раççей (вырăс, тутар), Ливан, Сауд Аравийӗ, Азербайджан, Турци, Малайзи, Индонези – кухнин апачӗпе паллашма май пур.
– Эпир 1,2,3 вырăнсем парса хакламастпăр, турнира килнӗ кашни конкурсант уйрăм номинацие тивӗçсе çӗнтерӳçӗ пулать, – терӗ Андрей Саховский конкурсантсене хакламалли йӗркепе паллаштарса.
Пӗлтӗр Гран-прие Марокко поварӗ тивӗçнӗ. Африка çӗршывӗнчен питӗ пысăк чăрмавсемпе Хусана çитнӗскер, çӗнтерӗве алăран вӗçертмен.
Раççей чысне кăçал пултаруллă çамрăк повар Рамиль Гаязов хӳтӗлет. Вăл осетр пулăран закуска, хурпа сморчок кăмпаран вӗри апат тата йӳçӗ кăшкартан (щавель) десерт хатӗрлеме палăртать. Эппин, ăнăçу сунар ăна.
Раççей тата ют çӗршывсен паллă шеф-поварӗсен мастер-класӗсем те пур планра. Мероприятие сывлăх енчен хавшак тата тăлăх ачасене ятарласах йыхравлаççӗ. Май уйăхӗн 14, 15 тата 16-мӗшӗсенче вӗсем шеф-поварсемпе пӗрле апат-çимӗç хатӗрлеççӗ.
Çамрăк поварсен турнирӗнче кăçал çӗнӗлӗх те пур. Пуçласа Тутар кухнин музей экспозицине кăтартрӗç. Йӗркелӳçӗсем унта Тутарстан гастрономийӗ 1980 çултанпа паянхи кунччен мӗнле аталанса пынипе, пысăк çитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗç.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев