Çарăмсан районӗнче Афанасьев вулавӗсем иртрӗç
Паян, апрелӗн 24-мӗшӗнче, Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче чăваш халăх поэчӗн Порфирий Васильевич Афанасьевăн пултарулăхне халалласа йăлари Афанасьев вулавӗсем иртрӗç. Шучӗпе пиллӗкмӗш пулчӗ вăл.
Яланхи пекех йышлă шкул ачине пухрӗ. Мероприятие кăçал Çарăмсан, Элкел, Аксу, Элмет, Анат Кама, Лениногорск, Нурлат, Чистай районӗсенчи шкул ачисем хутшăнчӗç. Порфирий Васильевичăн сăввине калас текенсенчен 200 ытла заявка килнӗ кăçал. Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнăран-ши халăх поэчӗн сăввисене чăвашла, вырăсла, тутарла тата акăлчанла каларӗç хальхинче.

– П.В Афанасьевăн поэзийӗ паян та актуаллă, мероприятие хутшăнакансем çулран çул йышланса кăна пыраççӗ. Поэт халăх патне çывăх пулнипе, тăван халăха, яла, тăван çӗршыва хытă юратнипе çыхăннă пуль çакă. Июлӗн 11-мӗшӗнче районта чăвашсен республика Уявӗ пулать, паянхи çӗнтерӳçӗсене пурне те унта кӗтетпӗр, – терӗ Çарăмсан Ӗçтăвкомӗн ӗртӳçин социаллă енӗпе çумӗ Лейлагуль Вагизовна Муксинова пухăннисене хăй тата район администраци пуçлăхӗн Рамиль Талгатович Айбатов ятӗнчен саламласа.
Çаплах ачасене ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн пӗрремӗш çумӗ К.А.Малышев, ТР çыравçисен союзӗн пайташӗ Е.А.Турхан тата «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И.Ф.Трифонова та ăнăçу сунчӗç.

Ирина Федоровна хăй сăмахӗнче Порфирий Васильевич кăçал пурнăçран уйрăлни чӗрене ыраттарсан та вăл сăввисенче ӗмӗр пурăннине палăртрӗ. Пултаруллăхӗпе пирӗн пурин те паллашмаллине, чăваш ачисене сăвви-прозисене чăвашлах вуламаллине кăларӗ. Хăйӗн тин кăна чăвашла-вырăсла тухнă «Олеся панă çыру» кӗнекине Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗн чăваш чӗлхипе литература учительне М.А.Захаровăна парнелерӗ. Калава ачасемпе сӳтсе явмашкăн шкула ятарласа килме шантарчӗ.
П..Афанасьевăн сăввине калас текенсем нумайăн пулнипе вӗсене темиçе ушкăна пайларӗç хальхинче.
.jpg)
«А.П.Афанасьевăн произведенийӗсем тăрăх театрализацилени представлени» номинацире Çарăмсан районӗнчи Акрель ачисем «Пионер», «Çăкăр – пурнăç тытăмӗ, пурнăç тӗшши», Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗн ачисем «Родники под ильмами» произведенисене кăтартрӗç.
.jpg)
Малалла Культура çурчӗн тӗп залӗнче А.В.Порфирьевăн сăввисенче чăвашла пăхмасăр калакансем ăмăртрӗç. Вӗсен пултарулăхне «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И.Ф.Трифонова, Çарăмсан ЧНКЦ ертӳçи Л.Д.Квакова, Çарăмсан районӗн мемориал центрӗн ертӳçи В.В.Захарова, Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗн директорӗ В.М.Иванов хакларӗç.



.jpg)
Чăваш халăх поэчӗн сăввисем тепӗр залра вырăсла, тутарла тата акăлчанла янрарӗç. Вӗсене Çарăмсан районӗн Ӗçтăвкомӗн ӗртӳçин çумӗ Л.В.Муксинова, районти вӗрентӳ уйрăмӗн ертӳçи О.В. Макарова, ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн пӗрремӗш çумӗ К.А. Малышев, ТР çыравçисен союзӗн пайташӗ Е.А.Турхан хакларӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев