Çарăмсанра паян «Афанасьев вулавӗсем» иртрӗç
Кăçал республика шайӗнчи конференцие Тутарстан районӗсенчен 120 ача хутшăнчӗ. Вӗрентекенсем 20-ӗн пуçтарăннă. Мероприяти Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Культура çуртӗнче иртрӗ.
Апрелӗн 25-мӗшӗнче эпир Чăваш чӗлхи кунне паллă тăватпăр. Çак уяв пирӗн аслă патриархăмăрăн Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунӗпе тачă çыхăннă. 177 çул çитрӗ вăл çуралнăранпа. Çак уява халалласа паян культура учрежденийӗсенче, шкулсенче тӗрлӗ мероприятисем ирттереççӗ.
Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче ăна кашни çул «Афанасьев вулавӗсем» республика конференцине ирттерсе паллă тăваççӗ. Çак ырă йăла чăваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ Марина Анатольевна Захарова пуçарăвӗпе пурнăçа кӗнӗ. Кăçал çак яваплăха П.В.Афанасьев ячӗллӗ музейӗн директорӗ Владимир Ухливанов илес тенӗ, паллах, шкул пулăшăвӗсӗр мар. Паллă ӗнтӗ, мероприятие чăваш халăх поэтне, çак ялта çуралса ӳснӗ Порфирий Васильевич Афанасьева халалланă. Вăл Шупашкарта пурăнать, шел те, сывлăхӗ япăхланнине кура тухса çӳреймест.
Кăçал ку конференцие республикăри районсенчен 120 ача хутшăннă. Вӗрентекенсем 20-ӗн пуçтарăннă. Мероприяти Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Культура çуртӗнче иртрӗ. Программăна питӗ лайăх хатӗрленнӗ. Килекенсене чи малтан Порфирий Афанасьевăн музейне илсе кайрӗç, ачалăхӗпе яшлăхӗ ун çак çуртра иртнӗ. Паллă поэт пурăннă çуртра пулни, вăл усă курнă япаласене чӗррӗн курни хăйне пӗр паллă пулăм. Ача чух тен çакна ăнланса та илеймеççӗ пулӗ те, çитӗнсен вăл хаклă астăвăмсен шутӗнче пулӗ.
Кăçал Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне паллă тунă май «Афанасьев вулавӗсене» те çак пысăк уява халалланă. Порфирий Афанасьевăн вăрçă çинчен сăввисем нумай, ун ашшӗ фронтовик пулнă. Вăрçăран ашшӗ килнине астуса çырнă сăвви чуна пырса тивет. Ачасем маттур, поэт сăввисем тăрăх лайăх постановкăсем лартрӗç, сăввисене те тăрăшса илемлӗ вуларӗç. Тӗплӗнрех кун пирки «Сувар» хаçатăн çитес номерӗнче вуласа пӗлме пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев