Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чăх, хур-кăвакал чӗппишӗн субсиди параççӗ

Апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 1-мӗшӗччен хур-кăвакал, чăх, кăркка чӗппи туяннă харпăр хуçалăхсене тăкакăн пӗр пайне саплаштармашкăн субсиди параççӗ, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби.

ТР Министрсен Кабинечӗн 2021 çулхи июнӗн 15-мӗшӗнче тухнă 452-мӗш номерлӗ «О мерах государственной поддержки развития личных подсобных хозяйств на территории Республики Татарстан» постановленийӗпе килӗшӳллӗн, пӗр пуç кăрккашăн тата хур чӗппишӗн — 200, кăвакалшăн — 120, бройлер чăх чӗппишӗн 100-шер тенкӗ субсиди параççӗ. 

Заявкăсене июнӗн 17-мӗшӗнчен тытăнса июлӗн 2-мӗшӗччен «Мои субсидии» система урлă электронлă майпа йышăнаççӗ.
Тӗплӗнрех çак телефонпа ыйтса пӗлме пулать: 8(843) 221-76-88 (8881).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство