Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Çемье, юрату, шанчăклăх кунӗ

ТР Раисӗ Рустам Минниханов хăйӗн социаллă сетьсенчи страницисенче республикăра пурăнакансене уяв ячӗпе саламласа видео вырнаçтарнă.

«Паян пирӗн çӗршывра Çемье, юрату, шанчăклăх кунне – пире тӗп хаклăхсем çинчен астутарса пӗрлештерекен уява паллă тăватпăр. Тутарстанри пур çемьене те чун-чӗререн уяв ячӗпе саламлатăп, кашни кил-çурта ырлăх-сывлăх,  ăнлану сунатăп!» – тесе çырнă республика пуçлăхӗ Рустам Минниханов хăйӗн МАХри каналӗнче.

Тутарстанра июлӗн 6-мӗшӗнчен пуçласа 12-мӗшӗччен Çемье, юрату, шанчăклăх кунне халалласа «Çемье эрни» иртет. Программăра: концертсем, мастер-классем, конкурссем, кинопоказсем, спорт ăмăртăвӗсем тата пултарулăх мастерскойӗсем. Паян, июлӗн 8-мӗшӗнче, Хусанти  Петрпа Феврони çветтуйсене халалланă палăкӗ умне чечек хураççӗ.

Çак кун çӗр ытла мăшăр хулари паллă вырăнсенче, çав шутра Боратынский, Горький тата Шаляпин музейӗсенче, çавăн пекех Габдулла Тукайăн Литература музейӗнче регистраци тăвӗç. Çавăн пекех  тин çуралнă ачасен ашшӗ-амăшне ача çурални çинчен  калакан документа чаплă лару-тăрура парӗç.

Пулас атте-анне валли 7-мӗш больницăри перинаталь центрӗ уçă алăксен кунне ирттерет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 июля – День семьи, любви и верности Раис РТ