Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чăваш каччи Д.Никитин Китайра «Пурçăн çула» хутшăнать

Паян «КАМАЗ-мастерăн» тепӗр виçӗ экипажӗ «Пурçăн çул – 2018» ралли-рейдăн сентябрӗн 23-28-мӗшӗсенче Китайра иртекен иккӗмӗш тапхăрне хутшăнма тухса кайрӗ.

ÇЫРЧАЛЛИНЧИ «КАМАЗ-мастер» командăн икӗ экипажӗ сентябрӗн 11-15-мӗшӗсенче Туркменире иртнӗ «Амуль-Хазар – 2018» раллие хутшăнса иккӗмӗшпе виççӗмӗш вырăн йышăннă. Хальхинче халăхсен хушшинчи раллире пирӗн ентешсене кăшт çеç хыçа хăварса Белоруссин «МАЗ» командин Сергей Вязович ертсе пыракан экипажӗ мала тухнă. Пирӗн Айрат Мардеев 2-мӗш, Дмитрий Сотников 3-мӗш. Сăмах май, трассăн пӗтӗмӗшле вăрăмăшӗ 1571 километрпа танлашнă, ăмăрту çулӗн  ытларах пайӗ Каракум пушхир урлă иртнӗ.

Паян вара «КАМАЗ-мастерăн» тепӗр виçӗ экипажӗ «Пурçăн çул – 2018» ралли-рейдăн сентябрӗн 23-28-мӗшӗсенче Китайра иртекен иккӗмӗш тапхăрне (пӗрремӗшӗ июль уйăхӗнче Раççейре иртнӗччӗ. – Ред.) хутшăнма тухса кайрӗ. Э.Николаев экипажӗнче хальхинче Д.Никитин (Çырчалли чăвашӗ- Авт.) штурманпа А.Галяутдинов механик, А.Каргинов экипажӗнче А.Мокеев штурманпа И.Леонов механик. «КАМАЗ-мастерăн» виççӗмӗш экипажӗ ку хутӗнче Китай спортсменӗсемпе пӗрле ăмăртăва хутшăнать: пилочӗ Ц.Жун, штурманӗ Л.Минь, механикӗ Д.Свистунов. Сиань – Алашань – Цзоци маршрутпа иртекен раллин трасси 1600 километрпа танлашать. Чупăва хутшăнма 80 яхăн экипаж заявка пани паллă. Хамăрăннисене çӗнтерӳпе таврăнма сунатпăр! (Д.Нитининăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: шелковый путь