Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ÇИТЕС ÇУЛ — ТĂВАН ÇӖРШЫВ ХӲТӖЛЕВÇИН ÇУЛТАЛĂКӖ

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов ТР Патшалăх Канашӗ умне Чӗнӳпе тухни — иртнӗ эрнери чи пӗлтерӗшлӗ пулăмсенчен пӗри. Пӗтӗмлетсе каласан вăл пурнăçланă проектсемпе ӗçсен никӗсӗ пулса республикăн малашнехи аталанăвне палăртать.

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов ТР Патшалăх Канашӗ умне Чӗнӳпе тухни — иртнӗ эрнери чи пӗлтерӗшлӗ пулăмсенчен пӗри. Пӗтӗмлетсе каласан вăл пурнăçланă проектсемпе ӗçсен никӗсӗ пулса республикăн малашнехи аталанăвне палăртать. 

ТР Патшалăх Канашӗн çиччӗмӗш пухăвăн иккӗмӗш ларăвӗ ытти çулсенчи пекех С. Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче иртрӗ. Кун йӗркинче пӗр ыйту — ТР Раисӗн çулленхи Чӗнӗвӗ. Мероприятин пысăк пӗлтерӗшне шута илсе парламент сайтӗнче унăн онлайн-трансляцине йӗркеленӗччӗ. 
Рустам Минниханов Чӗнӳре республикăн социаллă экономика лару-тăрăвне тулли анализ туса малашлăха стратегилле задачăсене палăртрӗ. Мероприятие Патшалăх Канашӗн депутачӗсемсӗр пуçне патшалăх власть органӗсен, вырăнти хăйтытăмлăх, тӗрлӗ организаци ертӳçисемпе представителӗсем хутшăнчӗç: ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин, РФ сенаторӗсем, Патшалăх Думин депутачӗсем, Правительство пайташӗсем, Р‎Ф Геройӗсем, Социализмла Ӗç Геройӗсем, ятарлă çар операцине хутшăннисем, суд органӗсен ертӳçисем, ТР Шут палатин аудиторӗсем, муниципаллă йӗркеленӳсен пуçлăхӗсем, пысăк предприятисемпе бюджет учрежденийӗсен, аслă шкулсен, тӗн конфессийӗсен, ют çӗршывсен дипломати представительствисен, МХХ ертӳçисем, политика партийӗсен лидерӗсем, ветерансем. 

Рустам Минниханов обществăлла политика, экономика çирӗплӗхне, халăхсемпе конфессисен хушшинчи тăнăçлăха тата çӗршыв ертӳçи Владимир Путин тӗрев панине кура республика тӗрӗс-тӗкел аталанса пынине палăртрӗ. «Йăла-йӗркесене упраса, çитӗнӳсене хутласа эпир пуласлăха шанса пăхатпăр», — пуçларӗ ТР Раисӗ. 

Чӗнӗве республика ертӳçи ятарлă çар операцине хутшăннисенчен пуçларӗ. Залра сахал марччӗ вӗсем. Рустам Минниханов çӗршыва хӳтӗлекенсене тав туса пуç хунисене ӗмӗр асăнмалли пирки каларӗ. Вӗсен çемйисене, СВОна хутшăннисене йышăннă пулăшу мерисемпе, льготăсемпе пӗр чăрмавсăр хăвăрт тивӗçтермеллине, кашни обращение туххăмрах тимлӗх уйăрмаллине каларӗ. Уйрăммăн гуманитари пулăшăвне пуçтарассипе, леçессипе ӗçлекенсене тав турӗ. Ольга Спиридоновăна (Хусан), Наталья Удальцовăна (Çырчалли), Данис Мусина (Азнакай районӗ), Сания Сафиуллина (Апас), Фарит Ахметгалиевпа Гульназ Галимована (Арск), Елена Валеевана (Балтаси районӗ), Роман Епанешникова (Елабуга), Артем Тюнева (Спас районӗ) ятран каласа тав турӗ. «Шанатпăр, Çӗнтерӳ пирӗн енче пулӗ, пирӗн паттăрсем килӗсене таврăнӗç. Вӗсене мирлӗ пурнăçа çӗнӗрен хăнăхма мӗнпур условисем туса памалла. Чылай ыйтăва татса пама тивет: СВО ветеранӗсен социализацийӗпе реабилитацийӗ, ӗçпе тивӗçтересси, кирлӗ пулăшăва парасси», — терӗ Республика ертӳçи. 

Ун сăмахӗпе, ку ӗçе патшалăх тата муниципаллă влаçăн кашни органӗ, СВО ветеранӗсен ассоциацийӗ, ытти обществăлла организацисем хутшăнмалла. Депутатсене вара çакăнпа килӗшӳллӗ закон пуçарăвӗсене йӗркелеме хушрӗ. 

Çитес çулта Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне палăртнине, ветерансем умӗнче ӗмӗр парăмлă пулнине аса илтерсе муниципаллă йӗркеленӳсен, ӗç тăвакан власть ертӳçисене тивӗçлӗ мероприятисем иӗркелесе ирттерме хушрӗ тата 2025 çула Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ тесе палăртрӗ. 

Тăшман илӗртесрен хӳтӗлемелле

Ачасемпе çамрăксене хӳтлӗхпе тивӗçтересси пирки каласа тăшмансен пропагандине вăйсăрлатмаллине асăрхаттарчӗ. «Пирӗн ачасен ăс-тăнӗшӗн кӗрешнӗ вăхăтра сиенлӗ пропагандăна хирӗç тăмалла. Ачасемпе çамрăксене деструктивлă сообществăсене лекесрен, вӗсене террористсен ушкăнӗсене вербовка тăвасран, наркотикла япаласем сутма явăçтарасран сыхламалла. Депутатсен корпусне çул çитменнисене асăннă сиенлӗ ӗçсене хутшăнтарнăшăн законпа тыттаракан яваплăха çирӗплетме ыйтатăп», — терӗ Рустам Минниханов. ТР Çамрăксен ӗçӗсен, Вӗрентӳпе наука министерствисен, «Пӗрремӗшсен юхăмӗ» ку ӗçре профильлӗ ведомствосемпе, йӗркепе надзор органӗсемпе, ветерансен тата патриотизм енӗпе ӗçлекен организацисемпе çыхăнса ӗçлемеллине палăртрӗ. МХХ ертӳçисене халăх патне тӗрӗс те объективлă информаци çитерме, суя хыпар сарăлассине чарма, халăхăн медиапӗлӳлӗхне ӳстерме явапларӗ. 

Малалла ТР Раисӗ РФ Президенчӗ палăртнă Çемье çулталăкӗпе ирттернӗ мероприятисене пӗтӗмлетсе тӗслӗхлӗ çемье династийӗсене палăртса тав турӗ. Çавсен шутӗнче Бородин генерал-майорăн офицерсен çемйине, Мушапаров-Зарипов тухтăрсене, вӗрентекенсене Сабировсене, КАМАЗра ӗçлекен Гайфуллин-Сафинсене, спортсменсене Шарафиевсене асăнчӗ. 

Наци проекчӗсем

Тутарстансене РФ президенчӗн суйлавне активлă хутшăннăшăн тав туса çӗршывра 2030 çулччен йышăннă наци проекчӗсем мӗнпур кирлӗ енпе пурнăçланнине палăртрӗ. Кусем ӗнтӗ — экономика эффективлăхне ӳстересси, кадрсемпе тивӗçтересси, цифра трансформацийӗ, технологисен аталанăвӗпе лидерсен ретне кӗресси, çынсене меллӗ, хăрушсăрлăхлă инфраструктурăпа тивӗçтересси, тавралăха сыхласси, çынсен сывлăхне çирӗплетесси, çамрăксен политикине пурнăçласси, çемьесене тӗрев парасси, аннелӗхпе ачалăха хӳтӗлесси. ТР Раисӗн хушăвӗпе, ку кашни шайри власть органӗсен чи пӗрремӗш тивӗçӗ пулмалла. 

Патшалăх Канашӗн сентябрӗн 8-мӗшӗнче йӗркеленнӗ депутатсен çӗнӗ корпусне суйлавçăсен шаннине тӳрре кăларма явапларӗ. Çитес çулта ТР Раисӗпе вырăнти хăйтытăмлăх оранӗсен депутачӗсен суйлавӗ пулассине палăртса патшалăхпа муниципаллă власть, депутатсен корпусӗн килӗшӳллӗ ӗçӗнчен Тутарстанпа унăн гражданӗсен пуласлăхӗ килнине палăртрӗ. 

Тулашри политикăри вырăн пирки

Тутарстан Раççей Федерацийӗн тулашри политикипе çыхăннă ӗçӗсене активлă хутшăннине асăнса хăварчӗ Рустам Минниханов. Ку çул республикăшăн халăхсен хушшинчи пысăк мероприятисемпе — «Игры будущего» фиджитал-турнирпа, БРИКС çӗршывӗсен спорт вăййисемпе, «Раççей — Ислам тӗнчи: KazanForum» экономика форумӗпе, «Кazan Digital Week» форумпа асра юлчӗ. Умра БРИКС çӗршывӗсен лидерӗсен саммичӗ. «Октябрь уйăхӗнче Хусанта БРИКС саммичӗ иртет. Паянхи тӗнчешӗн ун пӗлтерӗшӗ пысăк. Хатӗрленӳ ӗçӗсем финиша çитсе пыраççӗ. Пирӗн ăна çӳллӗ шайра ирттерсе тепӗр хутчен хамăра шаннине тӳрре кăларма тивет. Китайпа суту-илӳпе экономика, инвестици сферисенче хутшăнусене анлăлатмалла. Ку енӗпе Хусанта çуллен иртекен „РОСТКИ: Раççейпе Китай — усăллă хутшăнусем“ халăхсен хушшинчи форум эффективлă площадка пулса тăрать. Тутарстан Раççейпе мăсăльман çӗршывӗсен хутшăнăвӗсенче те пысăк вырăн йышăнать. Малашне те суту-илӳпе экономика, наукăпа технологисен, социаллă культура çыхăнăвӗсене ОИС çӗршывӗсемпе çирӗплетсе пымалла», — терӗ Рустам Минниханов тулашри политикăпа ӗçсене хак парса. ТР Раисӗ малашне те регионсемпе халăхсен хушшинчи шайра парламентсен хушшинчи ӗçлӗ çыхăнусене аталантарма хушрӗ. 

Малалла республика ертӳçи экономика ӳсӗмне упрасси, пӗчӗк тата вăтам бизнеса тӗрев парасси, кашни отрасльте предприятисене чăрмавсăр ӗçлеттересси, инвестицилле проектсене пурнăçласси, импорта ылмаштарассипе производствăсем йӗркелесси, предприятисен ӗçне çӗнӗ технологисем кӗртесси, промышленность паркӗсен, ятарлă экономика зонисен майӗсемпе туллин усă курасси, университетсенчи ертӳçӗ инженери шкулӗсене аталантарасси, музей, библиотека, театр, клуб ӗçӗпе вӗрентӳ сферине пӗрлештерекен комплекслă культура центрӗсене йӗркелесси, экономика секторне хамăр çӗршывра туса кăларнă çӗнӗ технологисем çине куçарасси, наука ӗçӗпе талантлă специалистсене интереслентересси, мигрантсемпе çыхăннă лару-тăрăва йӗркелесси, шкулсенче профориентаци ӗçне системăласси, ӗç профессийӗсен илӗртӳлӗхне ӳстересси, ял хуçалăх отрасльне çӗнӗ технологисем кӗртсе аталантарасси, туса илнӗ продукципе тулашри рынока тухассине анлăлатасси çинчен каласа профильлӗ министерствăсемпе ведомствосене кирлӗ йышăнусем тума, Патшалăх Канашне тивӗçтерекен закон проекчӗсем йӗркелеме, ТР Правительствине ИТ-йышăнусемпе 2023 çулччен комплекслă программа йӗркелеме хушрӗ. 
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк rais. tatarstan. ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Политика