Çӗнӗшуçăмсем ял пурнăçне модăна кӗртеççӗ
Чăваш Шупашкар фермерӗсем патӗнче «Ял колхоз мар: яла мӗнле моднăй тумалла» паблик-тока хутшăннисем пулса курнă. Çак ятпа иртнӗ июлӗн 25-мӗшӗнче Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи «Çемье» паркӗнче çӗнӗ форматлă мероприяти. Пуçаруçисем тата йӗркелекенсем – район ертӳлӗхӗ. Ăна ял хуçалăх сферинчи предпринимательство тренчӗсем, ял пурнăçне илӗртӳллӗрех те лайăхрах тăвас тӗллевпе ирттерме шутланă. Паблик-тока предприниматель-фермерсем, ӗç тăвакан влаçпа профильлӗ ассоциацисен, вӗрентӳ, бизнес, МХХ представителӗсем, Тутарстанăн паллă блогерӗсем, ял активисчӗсем хутшăннă.
Чăн та питӗ кирлӗ, вăхăтлă, усăллă мероприяти. Район ертӳлӗхӗ хăй умне амбицилле задачăсем лартмасан аталану кӗтме кирлӗ мар. Ку çурçулта нумай муниципаллă районта пуçлăхсем улшăнчӗç, çав шутра Çӗнӗ Шуçăмра та. Егор Тарнавский çамрăк ертӳçӗ, пурнăç çине çӗнӗлле пăхать. Ӗçтăвком ертӳçи должноçне лариччен вăл ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин командинче ӗçлерӗ. Ял пурнăçне 2015 – 2018 çулсенче Çӗпрел районӗн администрацийӗн пуçлăх çумӗнче ӗçленӗрен аван чухлать.
Мероприятин тӗп темисен шутне ял çинчен шухăшлава улăштарасси, ял инфраструктурине аталантарасси, фермерсене пулăшасси, аграри территорийӗсен илӗртӳллӗ имиджне йӗркелесси кӗнӗ. Уйрăммăн çамрăксем ялтан кайнине сӳтсе явнă.
Район ертӳçи Егор Тарнавский малашнехи плансемпе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, Çӗнӗ Шуçăмра картинг трассине тума пуçланă, туризма аталантарас тӗллевпе глэмпингсем тăвасшăн. Ялта ӗçлеме килекенсене вара пурăнмалли çуртпа тивӗçтерме палăртнă. Ун сăмахӗпе, ял ӗç вырăнӗ кăна мар, пурăнма меллӗ те хăтлă вырăн та пулса тăрӗ.
Экспертсем ялта пурăнма тата инвесторсене илӗртес тӗллевпе тӗрлӗ мелсем сӗннӗ: канăвăн çӗнӗ формисем, агротуризма аталантарасси, территорисен брендингӗ, пӗчӗк бизнеса тӗрев парасси. Куçман пурлăх специалисчӗ Анастасия Гизатова акă Раççейӗн Инçет Хӗвелтухăçӗнче тата çурçӗрте пурăнакансене Тутарстана илсе килме сӗнет. Кунта пурăнма та, ӗçлеме те климат ырăрах тет вăл.
Фермерсем те хăйсен опычӗпе паллаштарнă. Мӗн кăна тумаççӗ иккен вӗсем: Лайăшран килнӗ Рамиль Галимзянов улиткăсем ӗрчетет, Пӗтреçри ăста пахчаçă Иван Брюханов салатсем акса ӳстерет, Çӗнӗ Шуçăм фермерӗ Николай Скоков орловски ăрачӗллӗ лашасем ӗрчетет. Вӗсен пурин те пӗр проблема – кадрсем тата регионпа федераци шайӗнче тӗрев çукки.
«Сказка» ресторанăн бренд-шефӗ Андрей Саховский халӗ фермерсен продукцийӗпе рестораторсемпе отельерсем вăйлăрах интересленме пуçланине палăртнă.
Дискусси ялсемпе фермер хуçалăхӗсене экскурсипе çитнипе вӗçленнӗ. Çак списокра эпир пурте пӗлекен Ильдуловсем те пулнă. Вӗсем хăнасене чăваш йăлипе юрă-ташăпа, сăрапа кӗтсе илнӗ. Чăваш Шупашкар ялӗн халăх фольклор ушкăнӗ хаваспах ку ӗçе хутшăннă.
Çак тӗлпулу хыççăн паблик-тока хутшăннисем тепӗр çур çултан тӗл пулма калаçса тăтăлнă. Вӗсен пурин те пӗр тӗллев халӗ – ял пурнăçне модăна кӗртесси.
Сăнӳкерчӗксем Ильдуловсен харпăр архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев