Чӗрем юрри – пин çын юрри
Тӗп хыпар

Чӗрем юрри – пин çын юрри

Ноябрӗн 16-мӗшӗнче Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 124 çул

Ноябрӗн 16-мӗшӗнче Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 124 çул

Чăваш Енри Канаш округӗнче Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 124 çул çитнине халалланă чăваш литературин уйăхлăхӗ пуçланчӗ. Поэт вӗреннӗ Шăхасан салинчи вăтам шкул вӗренекенӗсем  уйăхлăха ноябрӗн 13-мӗшӗнче «Чӗрем юрри – пин çын юрри» çулçӳрев урокӗ пек йӗркелесе уçрӗç.

7-мӗш «б» класра вӗренекенсем С.Н.Смолина вӗрентекенпе  «Çеçпӗл» теплоходпа Çеçпӗ Мишши пурăннă, вӗреннӗ, ӗçленӗ вырăнсене çитнӗ – Теччӗ, Хусан, Шупашар тата ытти хуласемпе ялсенче пулнă. Çулçӳрев урокӗ «Çеçпӗле кам лайăхрах пӗлет» интерактивлă вăйăпа вӗçленни çинчен пӗлтерет ВК социаллă сетьри страницинче Канаш округӗн администрацийӗ.


поэзия

Нет комментариев