Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Çурт-йӗр конкурсне хутшăнма çамрăксенчен заявкăсем йышăнаççӗ

Тутарстанра çамрăксен политикин лидерӗсен хушшинчи социаллă ипотека программипе çурт-йӗр илме конкурса хутшăнма заявкăсем йышăнма пуçланă. Проекта регионти çамрăксен политикине пурнăçа кӗртме хастар хутшăнакансене, студентсене, специалистсене пулăшма тӗрев парас тесе хута янă. 2012 çултанпа ТР Раисӗ Рустам Минниханов пуçарнă программăпа çӗр-çӗр çамрăк пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Кун пирки «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков каласа пачӗ.

 

Ун сăмахӗсемпе, çамрăксен çурт-йӗр конкурсӗ вырăнти çынсене пулăшнин лайăх тӗслӗхӗ пулса тăчӗ. Республика аталанăвне  пысăк тӳпе  кӗртнӗ пултаруллă та хастар çамрăксен хваттер ыйтăвне татса памалли меслет кăна мар, тăван регионта юлса ӗçлеме пулăшакан хавхалану та ку. Çамрăксен пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма пулăшакан майсем туса пани «Çамрăксемпе ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшсе тăнине те палăртрӗ  министр.

2024 çулта иртнӗ  конкурсăн пӗтӗмлетӗвӗпе 49 çамрăк специалист, çамрăксен пӗрлешӗвӗсен хастарӗсем, çав шутра 7 çамрăк çемье, Тутарстанри 17 хулапа районта социаллă ипотекăн çăмăллăхлă условийӗсемпе хваттер туянма пултарнă. 2012 çултанпа конкурс шайӗнче республикăри 29 хулапа районта 489 çамрăк специалист çурт-йӗр илнӗ.

ТР студентсен лигин президенчӗ Шамиль Якупов каланă тăрăх, конкурса Тутарстанра регистрациленнӗ 18 – 35 çулсенчи Раççей  гражданӗсем – студентсем, аспирантсем, çамрăк ученăйсем, специалистсем, обществăлла организацисен хастарӗсем, муниципалитетăн çамрăк служащийӗсем тата çамрăксен  политики сферинче обществăлла ӗçсенче тăрăшакан тата  ытти категорири çамрăксем хутшăнма пултараççӗ.

Тутарстан Республикин çамрăксен çурт-йӗр конкурсӗн ӗç тăвакан директорӗ Полина Кузьмина конкурс йӗркипе паллаштарчӗ:

  • Çемьери пӗр çын пуçне тивекен пурăнмалли çурт-йӗр лаптăкӗ 18 тăваткал метртан ытла пулмалла мар;
  • ипотека тӳлевӗсене тӳлеме тупăш çителӗклӗ пулмалла;
  • çурт-йӗр хакӗн 10 проценчӗ таран малтанхи тӳлев пулмалла.

Конкурс тапхăрӗсем:

  1. Августăн 12-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 8-мӗшӗччен https://ligastudentov.com сайтра заявка памалла;
  2. Куçăн мар тапхăр (сентябрӗн 9 – 30-мӗшӗсем) – портфолио тата документсене пăхса тухаççӗ;
  3. Куçăн тапхăр (октябрӗн  1 – 24-мӗшӗсем) –  ушкăнпа собеседовани иртмелле;
  4. Çурт-йӗр комиссийӗн ларăвӗ (октябрӗн 27 – 31-мӗшӗсем);
  5. Çӗнтерӳçӗсене пӗлтерни (ноябрӗн 1–10-мӗшӗсем).

Çӗнтерӳçӗсем социаллă ипотека программипе учета тăма, хăйсен пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма пултарӗç. Конкурс положенийӗпе çак ссылкăпа паллашма пулать.

«Ку конкурс ашшӗ-амăшӗн пулăшăвӗ çук çамрăксемшӗн лайăх. Эпӗ 2023 çулта заявка патăм, кăçал февраль уйăхӗнче хваттер уççине илтӗм. Заявка пама йывăр марччӗ, документсемпе ӗçлеме йывăр пулчӗ, анчах конкурс йӗркелӳçисем пулăшрӗç. Тутарстанра çамрăксем валли мӗнпур услови пур, çакăн пек социаллă проектсем ăна çирӗплетеççӗ те», – пӗлтерчӗ 2024 çулти çамрăксен çурт-йӗр конкурсӗн çӗнтерӳçи Аделина Хатмуллина.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: социальная ипотека минмолодежи #ЖильеМолодым