Чӑваш тӗрри кунӗ ячӗпе саламлатпăр!
Тӗп хыпар

Чӑваш тӗрри кунӗ ячӗпе саламлатпăр!

Паян, ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе килӗшӳллӗн Чăваш тĕрри кунне паллă тăватпăр. Çак кун тĕрĕ ăсталăхне аталантарассишĕн, çак пуянлăха анлăрах сарма, йăла-йĕркене упраса хăварма, ламран лама пама тăрăшнă тĕрĕ ăсти Екатерина Ефремова кун çуралнă.

Хаклă туссем, сире Анатолий Абрамовăн «Тĕрĕ» сăввипе паллаштаратпăр.

Тĕрĕ

Чӑвашра пур виҫӗ Улӑп:
Юрӑ, Тӗрӗ те Сӑмах.
Вӗсемпе хӑватлӑ пулӑп,
Вӗсемех - мерчен-ахах!

Хусанкай пире шантарнӑ:
Вӗсем чупӗҫ малаллах!
Калӑн, тӳперен пуль аннӑ,
Пурлӑха упрамаллах!

Манӑн Асанне тӗрленӗ,
Тӗр-тӗрленӗ аппасем!
Халӑх шаннӑ та ӗненнӗ:
Ҫунатлаччӗр тӗрӗсем!

Сӳс хӳреллӗ тимӗр йытӑ
Кӗтӗр-тухтӑр ӗмӗрех!
Савӑнатпӑр питӗ хытӑ,
Тӗрлӗ пултӑр чӗререх!

Анатолий АБРАМОВ.

Шупашкар хули.


Чувашская вышивка

Нет комментариев