Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Чӑваш халӑх поэчӗн Порфирий Афанасьевӑн чӗри ӗмӗрлӗхех тапма чарӑнчӗ

Порфирий Васильевич нумай вӑхӑт чирлесе тӑнӑ хыҫҫӑн паян пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Хӑй хыҫҫӑн вӑл тӗлӗнмелле пуян, тӑван ҫӗршыв, тӑван кӗтес, ҫывӑх ҫыннисемпе тусӗсем патне ҫепӗҫ юратупа тулли поэзи тӗнчи хӑварчӗ. Ӳлӗм ун чунӗ хӑй йӗркеленӗ юрату ҫӗршывӗнче пурӑнӗ..

Хурлӑхлӑ хыпар. Паян, февралӗн 14-мӗшӗнче, пирӗн ентешӗмӗрӗн, тӗлӗнмелле пуян чун-чӗреллӗ лирикӑн, Порфирий Васильевич Афанасьевӑн чӗри чарӑннӑ.

Порфирий Афанасьев 1942 ҫулхи февралӗн 20-мӗшӗнче Ҫарӑмсан районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ялти шкултан вӗренсе тухсан Хусан патшалӑх педагогика институтӗнчен, каярах Мускаври ЦК КПСС ҫумӗнчи Аслӑ парти шкулӗнче вӗреннӗ.

Ӗҫ ҫулне Хусанта тухса тӑракан "Хӗрлӗ ялав" хаҫатра пуҫланӑ. Институтран вӗренсе тухсан тӑван ялӗнче вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ. Районти хаҫатпа ҫыхӑну тытнӑ. Порфирий Афанасьев Шупашкара куҫса кайсан та журналистика сферинче ӗҫлет: "Коммунизм ялавӗ" хаҫатра, редактор пулса "Хатӗр пул" журналта. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ пулса тӑрӑшнӑ, Чӑваш АССРӗн Писательсен союзӗн правлени председателӗнче пӗр вӑхӑт вӑй хунӑ. Обществӑлла ӗҫсене те хастар хутшӑннӑ.

Ҫапах пирӗншӗн вӑл чи малтан поэт, писатель. Куҫарупа та нумай ӗҫленӗ, тӗнче литературин паллӑ хайлавӗсене чавашла куҫарнӑ. Ҫавсен хушшинче Шекспирӑн "Виндзорские проказницы", Шолоховӑн "Тихий Дон" романӗ.

Унӑн хӑйӗн произведенийӗсем те тӗнче шайӗнче. "Хуркайӑк ҫулӗ"  "Юрату ҫӗршывӗ", "Хӗвел хапхи" тата ытти кӗнекисем чӑваш литературин пуян еткерӗ пулса тӑнӑ.

Хисеплӗ ентешӗмӗр пиртен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайни пӗтӗм чӑваш тӗнчишӗн пысӑк ҫухату. Эпир Порфирий Васильевичӑн ҫемйипе, тӑванӗсемпе пӗрле тарӑннӑн хурланнине пӗлтеретпӗр. 

Сӑнӳкерчӗк «Наследие Чувашии» сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: писатели РТ Знаменитые чуваши Татарстана