Çӗнӗ 2026 çулпа саламлатпăр!
2025 ҫул Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗн паллипе иртрӗ. Ку – Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн, Тутарстанра – Çарпа ӗç мухтавӗн çулталăкӗ. Тăнăçлăх тата ырă улшăнусем илсе килтӗр вăл.
Хаклă вулаканăмăрсем, пирӗн шанчăклă туссем! 2025 ҫула пӗтӗмлетес пулсан вăл тӗрлӗрен пулчӗ. Çитӗнӳсем те, савăнмалли те, чӗрене ыраттараканни те çителӗклӗ. Кашнин вăл хăйнеевӗр. Анчах çӗршывра пурăнакансене пӗр ӗмӗт пӗрлештерсе тăрать – хăвăртрах кӗтнӗ мир çиттӗрччӗ, ятарлă çар операцине хутшăннисем ырă-сывă çӗнтерӳпе тăван килӗсене, юратнă çемйисене таврăнччăр.
Пӗтӗм редакци коллективӗ ятӗнчен пурсăра та 2026 ҫулта çирӗп сывлăх, çемьере юратупа ăнлану, ытлă-çитлӗ пурнăç сунатпăр. Тата, паллах, малашне те пирӗн юратнă вулакансен ретӗнче юласса шанатпăр. Эпир вара сире усăллă та интереслӗ хыпарсемпе паллаштарсах тăрăпăр. «Сувар» вăл Тутарстан чăвашӗсен сасси, ун сăнӗ, бренчӗ.
Ирина ТРИФОНОВА, тӗп редактор.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев