Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Дмитрий КОЗЛОВ: «Алăк шаккаса çӳрес вăхăтсем иртнӗ халь, проектсене хам суйлатăп»

Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районне кӗрекен Тимӗрçен ялӗнче çуралнă Дмитрий Козлов çинчен «Суварăн» кăçалхи 2-мӗш номерӗнче çырнăччӗ эпир. Вăл питӗ интереслӗ, тӗрлӗ енлӗ çын. Ун çинчен проката «Буратино» çӗнӗ фильм тухсан шавлама пуçларӗç. Дмитрий декораторсен ушкăнӗнче ӗçлесе съемка площадкине хатӗрленӗ. Паллах, пирӗн ун çинчен ытларах пӗлес килчӗ. Дмитрийпе ВКонтактере те, телефонпа та çыхăнса калаçрăмăр. Интервьюпа сире те паллаштаратпăр.

 

  • Дмитрий, эс Ульяновск облаçӗнчен. Тăван кӗтес творчествăра мӗнле витӗм кӳчӗ? Паян кунччен хавхалантарса тăраканни юлнă-и ачалăхран?
  • Çапла, эп Анат Тимӗрçенте çуралнă. Тăван кӗтес мана ӗçченлӗхе, тăрăшулăха вӗрентнӗ. Мана паян кунччен Тимӗрçенӗн çутçанталăкӗ хавхалантарать. Унăн анлă уй-хирӗсем, речӗпе ларакан хурăн посадкисем. Уйрăмах кӗркунне килӗшет. Ун чухне хирсемпе йывăçсем тӗрлӗ тӗспе сăрланса татăк-кӗсӗк утиял пек пӗр композицие пухăнаççӗ.
  • Хăвăн çемйӳ, аçу-аннӳ çинчен каласа пар-ха?
  • Ман анне Мария Михайловна Шăмăршă районӗнчи Муллинай ялӗнчен. Вăл мӗн ачаран илеме, эстетикăна курма, тирпейлӗ калаçма вӗрентрӗ. Атте Василий Сергеевич Анат Тимӗрçентен, шел те вăл халӗ пирӗнпе çук ӗнтӗ. Вăл характера туптанма пулăшрӗ. Тата ман Зоя йăмăкăмпа Владислав шăллăм пур.
  • Аçу ӳнер искусствипе çыхăннă професси суйласа илнипе хирӗç пулмарӗ-и?
  • Тӳрех йышăнчӗ тееместӗп. Кăмăлсăрланчӗ ӗнтӗ. Унла вăл   арçыннăн çар çынни е спортсмен пулмалла. Колледжа хӗрлӗ дипломпа вӗçлесен лăпланчӗ, мăнаçланмасăр та мар. Тепӗр тесен эп çарта пулнă. Атте пекех ракета çарӗсенче тăтăм, кунпа вăл шутсăр мухтанатчӗ.
  • Аннӗр хирӗç пулман паллах?
  • Çапла. Эп килте ларма юрататтăм. Нумай ӳкереттӗм, вулаттăм. «Цильнинские вести» район хаçатне статьясем çырса яраттăм, карикатурăсем, шаржсем ӳкереттӗм, кроссвордсем те тунă. Атте мӗн эс ялан пӳртре ларан тесе вăрçса та илетчӗ. Аннене ку килӗшетчӗ эп килте ларни, урамра ахаль çапкаланса çӳременни.
  • Аннӗр мухтанать пуль халь сирӗнпе?
  • Ман шутпа аннене мухтанма сăлтав кирлӗ мар.
  • Шăллăрпа, йăмăкăрпа хутшăнусем мӗнле?
  • Туслă эпир. Пӗр-пӗринпе телефонпа çыхăнсах тăратпăр. Шăллăм Ульяновскра пурăнать, çемьеллӗ, бизнес сферинче ӗçлет. Йăмăк Мускавра. Стоматологи клиникинче медсестра пулса ӗçлет.
  • Сан ял Тутарстана çывăх. Кӳршӗллӗ Çӗпрелӗнче юлташсем пур-и?
  • Паллах. Шăллăмăн арăмӗ Йӗлмелсем. Колледжра Аслă Аксу каччипе Унисковпа пӗрле вӗреннӗ. Общежитире те пӗрле пурăннă. Паллакансем пур.  
  • Эсӗ Аслă Нагаткинри ача-пăчапа çамрăксен искусство шкулне пӗтернӗ. Педагогсенчен хăшӗ профессилле ӳсӗмре ытларах йӗр хăварчӗ? Мӗне вӗрентӗн вӗсенчен?
  • Ача-пăчасен искусство шкулӗнче чи малтан Мария Михайловна Калаковапа паллашрăм. Пуçласа вăл сăрăсемпе ӗçлеме вӗрентрӗ, мазокăн асамлăхне уçрӗ. Вӗсем ахаль ӳкерчӗке чун кӗртсе чӗрӗ картинăна çавăратчӗç. Çавăн чухне живописьпе кăсăкланса кайрăм та. Пирӗн çамрăклăхра холст, профессилле сăрăсем тупма çăмăл марччӗ. Вара эп кивӗ обойсен хыçне ӳкереттӗм. Уйăхне çак хут пӗр 5-6 метр чухлӗ каятчӗ. Искусство сферинче малалла аталанма Гульнара Энверовна Трефпа паллашни хавхалантарчӗ. Вăл манăн иккӗмӗш вӗрентекен пулчӗ ДШИре.
  • Эсӗ музыкăпа педагогика колледжне пӗтернӗ, каярах Ульяновскри Ял хуçалăх академийӗнче вӗреннӗ. Çак пач расна пӗлӳсем сана декоратор ӗçӗнче усă кӳреççӗ-и?
  • Унсăр мар. Ульяновскри 2№ музыкăпа педагогика колледжӗнче живописьпе малалла вӗрентӗм. Халӗ ун ятне  Культурăпа искусствосен колледжӗ тесе улăштарнă. Ăна пиллӗксемпе вӗçлесе художествăлла оформлени ӗçӗпе хушма хатӗрленӳ енӗллӗ ӳнер ӗçӗпе декоративлă прикладной искусство облаçӗнче хушма вӗрентӳ педагогӗн специальноçне илтӗм. Çак колледжрах куçăн мар майпа хореографи енӗпе хушма пӗлӳллӗ педагога вӗренсе тухрăм. Ял хуçалăх академине çартан таврăнсан командовани сӗннипе вӗренме кӗтӗм. Куçăн мар майпа вӗрентӗм унта. Те телее, те çук вӗренсе пӗтереймерӗм. Анчах шухăшра вӗренӗве тăсасси пур. Çак тӗрлӗ енлӗ специальноçсем пӗри те усăсăр мар, кашни мӗнпе те пулин ӗçре пулăшать. Сцена çине тухма та тивет, тата çав мероприятисен площадкисене хатӗрлеме те. Хореографи Раççейри пӗрремӗш тематика паркне – «Сочи парка» вырнаçма пулăшрӗ. Малтанхи уйăхра аниматор пулса ӗçлерӗм, каярах вара унти пӗрремӗш декоратор пулса тăтăм. Çапла майпен тематизаци уйрăмӗн пуçлăхӗ таран ӳсрӗм.
  • Пурнăçра мӗнле самант хыççăн пуçӗпех дизайнпа, сценографипе ӗçлеме чун туртнине ăнланса илтӗн? Вăл çак утăма тума хистенӗ мӗнле-тӗр проект, пулăм е çын пулчӗ?
  • Колледжран вӗренсе тухсанах Ульяновскри реклама агентствисенчен пӗрне ӗçе вырнаçрăм. Çавăнта пуçласа хулари суту-илӳ центрӗсен, лавккасен сăн-сăпатне йӗркелеме пуçларăм. Салтакра та ытларах редколлеги ӗçӗпе аппаланаттăм. Çартан таврăнсан малтанхи ӗçех таврăнтăм. Анчах хамăн идейăсене туллин пурнăçлайманни кулянтарма пуçларӗ. Ӗçре йышăннă çивӗч рамкăсемпе технологисенчен тухма юрамасть, кичемленме пуçларăм. Çапла темле майпа 2014 çулта Сочире иртмелли Олимпиадăна факелоносец пулса хутшăнма заявка патăм та мана Олимп çулăмне Ульяновскра йăтса çаврăнма шанса пачӗç. Çакă Сочие куçса кайма хавхалантаракан пулăм пулчӗ.
  • Сан паллă проектсен шутӗнче «Сочи парк» дизайнӗ, «Арсеньев» сериалăн, «Буратино» кинофильмăн декорацийӗсем. Вӗсенчен хăшне чи кăткăсси шутне кӗртетӗн? Мӗн чи йывăрриччӗ пурнăçлассинче?
  • Кашни хăйне евӗр вӗсем. Сочи-паркра бюрократи аптрататьчӗ, кинора кӗске сроксем, тата ялан мӗн-тӗр улăштарма тивет. Анчах палăртнă ӗçсене туса çитерсен, йăлт кирлӗ пек пулса тухсан пур йывăрлăх та манăçать.
  • Сан профессире эстетикăпа функциллӗхе хутăштарма пӗлмелле. Проект требованийӗсемпе творчество идейисен хушшинчи шайлашăва мӗнле тупатăн? Тен, санăн фирменный мел пур?
  • Фирменный мел вăл ӗçе тытăнасси. Пуçри шухăшсемпе идейăсене практикăна хывасси ӗçленӗ чухне килет. Хăш чухне вăл е ку идейăна мӗнле тытса тумаллине те пӗлместӗн. Анчах пуçăнатăн та ӗçтешсемпе пӗрле ăна епле пурнăçламаллине тупса та хуратăн.
  • Эс декоратор, бутафор, арт-директор, реквизитор та. Çапла çырнă резюмере. Вӗсенчен хăшӗ чуна çывăхрах?
  • Декор та, бутафори те пӗр япалах ӗнтӗ, иккӗшӗ те декорăн ансăр енӗсем. Арт-директор ӗнтӗ çак процессене йӗркелесе пырать. Халь мана шăпах ертсе пыма килӗшет, анчах алăпа та час-час ӗçлетӗп. Мӗнле калас, пуçа кантаратăп.
  • «Арсеньев», «Буратино» евӗр проектсемпе мӗнле ӗçлетӗн? Самана, вăхăт стилистикине туйса илме мӗн пулăшать?
  • Кашни проекта хавхаланса пуçăнатăп. Пӗрешкеллисем çукпа пӗрех, кашни хăйне евӗр çӗнӗ, интереслӗ. Ялан мӗн-тӗр креативлăраххине кӗртме тăрăшатпăр. Хавхалану шыраса интернет уçлăхне тӗпчетпӗр, хуласене, ют çӗршывсене вак-тӗвек таранччен палăртас тӗллевпе тухса çӳретпӗр. Уçăлса çӳренӗ чухне те час-час интереслӗ вак-тӗвеке ӳкерсе илетӗп. Калăпăр катăлса ӳкнӗ штукатуркăна, кăвакарнă стенасене, кивӗ алăк-чӳречесене.
  • «Буратинора» ӳкерӗннӗ актерсем декораторсен ӗçне питӗ пысăк хак панă. Вӗсенчен хăшӗнпе те пулин тӗл пулма май килмерӗ-и?
  • Эпир артистсемпе сайра тӗл пулкалатпăр. Эпир вӗт площадкăна съемка валли хатӗрлесе паратпăр та хамăр унтан каятпăр. Съемка пынă чух шавлама, ӗçлеме юрамасть.
  • Эсӗ спортпа та туслă. Марафонсене, велочупусене хутшăнатăн. Ку сана ӗçре пулăшать-и?
  • Ялан ӗçлесен куç мăкалать, пуç та ывăнать. Спорт вара творчествăри хавхаланăва çӗнетме май парать. Декоратор вӗт алăпа нумай ӗçлет, çавăнпа хăш чухне урасем ӗçлени пушшех те кирлӗ.
  • Çулçӳрев санăн тепӗр хобби. Мӗнле çӗршывсем тата культурăсем сана ытларах тыткăнларӗç?
  • «Сочи паркпа» ӗçленӗ чухне тӗнчери тӗрлӗ йышши аттракционсен паркӗсене командировкăсене кайса çӳреттӗмӗр. Вăт çавăнтан килӗшме пуçларӗç те çулçӳревсем. Тӗнчери паллă парксенче хамăршăн нумай интереслине курса идейăсемпе тулса таврăнаттăмăр. Итали çӗршывӗ, ун хулисем, культури тарăн йӗр хăварчӗç. Унти тирпейпе тасалăх та.  Некропольсенче те пултăмăр, унта кашни вилтăпри хăйне евӗр культура палăкӗ. А вăт Париж килӗшмерӗ. Тирпейсӗр, вырăсла каласан  разочаровался. Францин ялӗсем вара самай ытларах килӗшрӗç. Финлянди тирпейлӗ çӗршыв, архитектури унта ансатрах. Ытларах каярахри модерн стилӗ унта.
  • Эсӗ чăваш ачи. Наци хăйевӗрлӗхӗ ӗçре палăрать-и? Чăваш культурин элеменчӗсемпе усă куратăн-и?
  • Студент вăхăтӗнче Анапăри ача-пăча лагерӗсене оформитель пек кайса çӳреттӗм. Унта ачасемпе живопись урокӗсем те илсе пыраттăм. Рисованипе «Чăваш эрешӗсем» тема та пурччӗ. Унпа эпӗ курс ӗçне хӳтӗлерӗм кайран. Проектсенче хальлӗхе усă курман. Кăçалхи çула РФ Президенчӗ Владимир Путин Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ тесе палăртнă. Шухăшăмра интереслӗ проект пур, чăн чăваш пек ăна пурнăçлама шутлатăп.
  • Ху професси енӗпе камсемпе те пулин çыхăну пур-и?
  • Чăваш Енрен Андрей Молоков скульптора аван пӗлеп. Уникаллă çын вăл, тӗнчере ăна пӗлеççӗ (Андрей Молоков ЧР паллă скульпторӗ, 1976 çулхи, Комсомольск районӗнчен, Гиннессен рекордсен кӗнекине те кӗнӗ çулла пăртан чи çӳллӗ скульптура туса. Кăçал Санкт-Петербургра иртнӗ «КроншЛёд» конкурса хутшăнса чăваш эпосӗ тăрăх «Уйăх çинчи хӗр» композицийӗ чи лайăххисен шутне кӗнӗ. –И.Т.) Вăл хăйăртан, пăртан тӗлӗнмелле кӗлеткесем тăвать. Унпа эпир Сочи-парк проектпа ӗçленӗ чухне паллашрăмăр.
  • Чăваш культурипе çыхăннă проектпа ӗçлеме хирӗç мар терӗн. Чăвашеньсене ху пирки пӗлтерме шухăш çук-и?
  • Мӗнле-тӗр проект вӗсен пур пулсан чӗнсен килӗшетӗп. Анчах сӗкӗнсе çӳресси йăлара çук. Ӗлӗк кирлипе ӗнтӗ хам кашни алăка кӗрсе çӳреттӗм. Вăл вăхăтсем иртнӗ. Халӗ чӗннине юратап.
  • Пӗр проектра  харăсах темиçе роль е задача пурнăçлама тивсен мӗне ытларах тимлӗх уйăратăн? Приоритетсем пур-и?
  • Ман ӗçре чи кирли тивӗçсене пайласа пама пӗлни. Иртнӗ çул Бодрумра ӗçлеме тӳр килчӗ. Çав вăхăтрах Мускавра, Сочире тата Дагестанра пуçланă проектсем пурччӗ. Йăлт ӗлкӗртӗмӗр. Мӗне-тӗр ытларах приоритет парап тесе калаймап. Çук ун пекки. Чи кирли проект килӗштӗр. Ӗлӗкрех кăмăла кайманнине те пурнăçлама тиветчӗ. Телее, халь суйлама пултаратăп.
  • Мӗнле канма кăмăллатăн кӗнеке, театр, кино е мӗн-тӗр урăххи?
  • Эпӗ кивӗ киносем пăхма кăмăллатăп. Тусем, тӗрлӗ темăллă куравсем хавхалантараççӗ. Классика музыкине юратап.
  • Сăмахран мӗнле кино килӗшет?
  • Меньшовăн «Любовь и голуби» фильмӗ. Чарли Чаплин ӳкерӗннисем, унта кино технологийӗсем нумай. Вӗсене пăхса технологисен аталану йӗрне тӗпчеме пулать. «Москино» декорацйӗсем килӗшеççӗ, тахçанхисемех халь те тăраççӗ.  
  • Сана бюджет, вăхăт, жанр енчен чару çук проект тума сӗнсен мӗнлерех пулӗччӗ вăл ӗмӗтри проект?
  • Тем пысăкăш ятарлă темăллă кану паркӗ тунă пулăттăм, унта тӗрлӗрен капмар декорацисем пулнă пулӗччӗç.
  • Творчество çулне суйлакан çамрăксене мӗн сӗнетӗн? Мӗнле принципа эсӗ нумай çулсем иртсен те пăрахăçлаймастăн?
  • Çамрăксене нимрен хăрамасăр творчествăра хăйсене тупма сӗнетӗп. Тата хăвăн ӗçӗнтен нихăçан та вăтанмалла мар. Хăюллă пулмалла. Кашни çыннăн хăйӗн курăмӗ тата вăл уникаллă. Темле принципсем çук ман.
  • Эсӗ авланман. Халиччен те пртен-пӗрскерне тӗл пулман е харпăр пурнăç валли вăхăт çук? Мӗнлерех вăл ӗмӗтри хӗр?
  • Çапла, авланман, çывăх хутшăнусем те йӗркелемен. Эп ялан мӗнле те пулин çӗршыва вӗçетӗп. Хăш чухне тепӗр эрнере ăçта пулассине те пӗлместӗп. Тен, çавăнпа авланман (кулать). Ман ӗмӗтри хӗр урăх профессиллӗ çын пулмалла, творчество çынни мар. Ӗçпе харпăр пурнăçа çыхăнтарма кăткăс. Юраттăр вăл, киле тирпей-илем кӗрттӗр, эпӗ хам та парăмра юлмăп, уншăн йăлт тума тăрăшăп, ун юратăвне йышăнса çавăнпах хуравлăп.
  • Çынра мӗн ытларах хаклатăн? Кам сан чи çывăх юлташ?
  • Тӳрӗлӗхе хаклатăп, улталанине юратмастăп. Чи çывăх юлташ ман фермер. Ӗç енӗпе тӗл пулмастпăр, туслă калаçусемшӗн кăна.
  • Паллах, малашнехи плансем çинче ыйтмасăр пултараймастăп. Тен, пăхса хунă интереслӗ проект пур?
  • Ку çула тунă контрактсем темиçе те. Вӗсен шутӗнче кино та, кану паркӗ те пур. Нумай информаци конфиденциаллă пулнипе йăлтах каласа параймастăп.  
  • Кӗçех Сауд Аравине каяп терӗн? Ӗçпе?
  • Çапла, анчах ун пирки хальлӗхе ним те калаймастăп. Килӗшӳ тунă тăрăх юрамасть.
  • Ăнăçу сана, Дмитрий!
  • Тавах!          

            

Ирина ТРИФОНОВА калаçнă.

Сăнӳкерчӗксем Д.Козловăн харпăр архивӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Известные чуваши