Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Ефим салтакăн историйӗ

Аслă вăрçăра Çар структури мӗнле улшăнса тăнине пӗр рядовойăн, Ефим Никитович Соколовăн, историйӗ урлă паллаштарас шутпах статьяна хаçатра пичетлеме шутларăмăр, тен, кама та пулсан кирлӗ пулӗ. Хыпарсăр çухалнă салтаксене архив докуменчӗсем тăрăх шыракан Анатолий Сергеевич Хохлов ӗçе Подольскри çар архивӗнчен мар, район çар комиссариатӗнчен тытăнма сӗнет.

Çак кунсенче редакцие çакнашкал çыру килчӗ:

«Ку йӗркесене çыраканӗ Теччӗ районӗнчи Çӗньял чăвашӗн Ефим Никитович Соколов ветеранăн кӗçӗн хӗрӗ Надежда Ефимовна (1960 çулхи). Эпир çемьере пилӗк пӗртăванччӗ. Сыввисем виççӗн кăна юлтăмăр. Аппасем Нина (1948), Мария (1956) тата эпӗ Ульяновск хулинче пурăнатпăр халӗ.  Аттен çар историне яланах пӗлес килетчӗ манăн. Аслисем çине шантăм малтан, каярах ăçта, кам патне çырмаллине пӗлмерӗм. Ялта кӳршӗллӗ ӳснӗ Анатолий Сергеевич Хохлова пулăшма ыйтрăм. «Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çулӗ тӗлне хатӗр пулать», – терӗ вăл. Мӗн ачаран ӗмӗтленни, кӗтни аллăмра халь. Аттен вăрçăри çар çулне Анатолий Сергеевич архив докуменчӗсем тăрăх тӗпчесе пӗлнӗ. Темӗн пысăкăш тав ăна куншăн, хăй ӗçне чунтан парăннăшăн! Хамăр несӗлсен, çывăх çыннăмăрсен историне шырасси нихăçан та кая юлмасть. Эпӗ хамăн аттен историйӗпе мăнаçланатăп. Çак хаклă документа упраса ачамсемпе мăнукăмсене парса хăварăп. Иртнине нихăçан та ан манччăр вӗсем!                       

20.04.2025 çул».

Сăмах кунта Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчен хăрах урапа таврăннă чăваш салтакӗ Ефим Никитович Соколов çинчен. Теччӗ районӗнчи Çӗньял чăвашне халӗ те лайăх астăвакансем пур-ха ялта. Вăрçăран йывăр суранланса таврăннă пулсан та тăван «Прожектор» тата «Правда» хаçат ячӗллӗ колхозсенче хуралçăра ӗçленӗ вăл. Чăн та, нумай пурăнайман, 1963 çулхи май уйăхӗн 28-мӗшӗнче чӗри тапма чарăннă. Ахăртнех суранӗсене пула та. Аса илтеретпӗр, Теччӗ хулинче пурăнакан Анатолий Сергеевич Хохлов нумай çул ӗнтӗ Тăван çӗршыв вăрçинче хыпарсăр çухалнă салтаксене шырать. Хăйӗн çывăх тăванӗсемпе пӗрлех ялти хыпарсăр çухалнă 36 салтака ăçта тата хăçан пытарнине архивсем тăрăх тупнă вăл. Калама çук пысăк ӗç тăвать шырава чун киленӗвне çавăрнă Теччӗ чăвашӗ. Кӳршӗллӗ пурăннă Ефим йыснăшӗн çар çулне тупса пама ыйтсан та акă, те тăванӗ пулнипех, хирӗçлемен. Фронта илнӗ кунран ăçта-ăçта пулнин хронологине кунӗсем таранах (!) тупса палăртнă. Хăй каланă тăрăх, архивсенче кашни салтак çинчен хыпар пур, шырамалла кăна. Чăн та, çар структурине лайăх пӗлмесен усси çук. «Çăмха пекех вăл, мӗн чухлӗ нумай шыратăн, çавăн чухлӗ вӗçӗ аякка кайса пырать. Салтаксене пӗр çартан теприне куçарнипе йӗрӗсене тупма кансӗр. Юрать-ха, Ефим йыснана ăннă ку енчен, мӗн аманичченех 61-мӗш çар йышӗнче пулнă вăл», – тет вăл кун пирки.

Вăрçă хирӗнче паттăрлăх кăтартса «Çапăçури паллă ӗçсемшӗн» медале тата III степеньлӗ Мухтав орденне тивӗçнӗ Ефим Никитович Соколовăн (1914 çулхи) çар историйӗ те акă Теччӗ районӗн çар комиссариачӗ 1936 çулхи кӗркунне салтака илнинчен пуçланать. Çар службине вăл Уссурийск облаçӗнчи Анучино районӗнче Хӗрлӗ Çарăн Приморье çар ушкăнӗн строительство чаçӗсен ятарлă корпусӗн 3-мӗш бригадинче иртнӗ. Салтакран яла таврăнман, унти Чернышевка поселокӗнче ӗçлесе пурăннă.

1943 çулхи февралӗн 17-мӗшӗнче Анучино район комиссариачӗ Е.Н.Соколова та фронта илет. Хабаровск хулине, Инçет хӗвелтухăç фрончӗн стрелоксен 27-мӗш запас бригадин 87-мӗш полкне лекет вăл. Мобилизациленӗ хӗрлӗармеецсене ку полкра 2,5 уйăх сапер специальноçне вӗрентеççӗ. 1943 çулхи май уйăхӗн пуçламăшӗнче 27-мӗш бригадăри салтаксен командипе пӗрле Ефим Соколова Горький хулинчи ăсатса тăракан çар пунктне яраççӗ. Май уйăхӗн 29-мӗшӗнче вара командăна Мускав çар округӗн стрелоксен 1-мӗш запас бригадин 84-мӗш полкне Горький облаçӗнчи Арзамас хулине куçараççӗ. 

Паллă ӗнтӗ, кунта та нумай тăратмаççӗ. 1943 çулхи июнь уйăхӗн пуçламăшӗнче стрелоксен 84-мӗш запас полкӗнчен Тула облаçӗнчи Белёв хулине, унăн кăнтăр тата кăнтăр хӗвеланăç енчи Калуга тата Тула направленийӗсене хӳтӗлесе çапăçакан Брянск фрончӗн 61-мӗш çарӗн стрелоксен 215-мӗш запас полкне куçараççӗ. Тин çитнӗ пополнение, çав шутра Ефим Никитович Соколова та, 344-мӗш инженери батальонӗн иккӗмӗш ротине (командирӗ Владимир Иванович Шкарин майор) çирӗплетеççӗ. Минăсене тупса сиенсӗрлетнисӗр пуçне кӗперсем хывса-юсаса тăма та тивет саперсен.

Брянск фрончӗн 61-мӗш çарӗ 1943 çулхине çулла (июлӗн 12-мӗшӗ – августăн 18-мӗшӗ) Орловри стратегилле операцие хутшăнса 11-мӗш гварди тата 4-мӗш танк çарӗсемпе пӗрле Орел облаçӗнчи Болхов хулине ирӗке кăларать.

Августăн 15-мӗшӗнче 61-мӗш çара Верховнăй тӗп командованийӗн ставкин резервне кăларсан 344-мӗш инженери батальонӗ Орел хулинчен 26 çухрăмри Собакино ялӗнче чарăнса тăрать.

1943 çулхи сентябрӗн 7-мӗшӗнче 61-мӗш çара Тӗп фронтăн, октябрӗн 20-мӗшӗнчен Белорусси фрончӗн 2-мӗш формированийӗн йышне кӗртнӗ. Ун йышӗнче вăл Украинăри Черниговпа Припять (августăн 26-мӗшӗ – сентябрӗн 30-мӗшӗ), Белоруссинчи Гомельпе Речицк (ноябрӗн 10 – 30-мӗшӗсем) операцийӗсене хутшăнса сентябрӗн 21-мӗшӗнче – Щорс, 1944 çулхи январӗн 14-мӗшӗнче Калинковичи, Мозырь хулисене ирӗке кăларать. 1944 çулхи январь уйăхӗн вӗçӗнче Белоруссири Мозырь хулине ирӗке кăларнăшăн 344-мӗш инженери батальонне хисеплӗн Мозырьский ят параççӗ.

1944 çулхи февралӗн 24-мӗшӗнче 61-мӗш çар 1-мӗш Белорусси фрончӗн, унтан 2-мӗш Белорусси фрончӗн йышне кӗрет. 1944 çулхи февраль уйăхӗнчен Белоруссири Гомель облаçӗнчи Петриков, Сталин Брест, Давид-Городок, Лукинец, Пинск, Кобрин, Брест хулисене ирӗке кăларать.

1944 çулхи январь уйăхӗнче 344-мӗш инженери батальонӗ вăхăтлăха 7-мӗш гварди кавалери корпусне пăхăннă вăхăтра Е.Н.Соколов февралӗн 5-мӗшӗнчен Белоруссин Гомель облаçӗнчи Лельчицы поселокӗ çывăхӗнчи шурлă вырăнсем тăрăх Убороть юханшывӗ урлă каçмалли кансӗр çула юсама задани илет. Кӗпер тумашкăн вăрман касса танксемпе транспорта пӗр чарăнмасăр каçса çӳреме майсем туса тăраççӗ вӗсем. Çакăншăн ăна «Çапăçури паллă ӗçсемшӗн» медальпе наградăлаççӗ (61-мӗш Çарăн 7-мӗш гварди кавалери корпусӗн 4№ приказӗ) те.

1944 çулхи июнӗн 1-мӗшӗнче 344-мӗш инженери батальонне салатса 227-мӗш уйрăм сапер батальонне туса хунă. Çав кунах Украина ССРӗн Ровно облаçӗнчи Ясинец ялӗнчи 84-мӗш инженери батальонӗн никӗсӗнчи Александр Невский орденӗллӗ Пинск 38-мӗш инженерипе сапер бригадин йышне кӗртнӗ. Хисеплӗ Пинск ята бригада 1944 çулхи июнӗн 14-мӗшӗнче Брест облаçӗнчи (Белорусси) Пинск хулине ирӗке кăларнă хыççăн тивӗçнӗ.

227-мӗш инженерипе сапер бригадин саперӗ Ефим Никитович Соколов 1944 çулхи июлӗн 22-мӗшӗнче Брест хулишӗн пынă вăйлă çапăçусен вăхăтӗнче çула пехотăпа танк минисенчен тасатнă чух мина çинче сирпӗнсе сулахай уринчен аманать. Суран гангренăна кайнипе урине татмах тивет. Грузи ССРӗнчи Тбилиси хулине эвакуациленӗ 1422№ госпитальте вăрах сипленет вăл. Çар врачӗсен комиссийӗн 1945 çулхи мартăн 3-мӗшӗнчи йышăнăвӗпе 2-мӗш ушкăн инвалидноçне парса çар учетӗнчен кăлараççӗ.

1944 çулхи июлӗн 22-мӗшӗнче Брест хулишӗн пынă çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн Ефим Никитович Соколова 1945 çулхи июлӗн 31-мӗшӗнче III степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградăланă.

А.Хохловăн шырав ӗçӗ тăрăх.

Соколовсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Ветераны 80-летие Великой Победы