Эльмира Зарипова Тутарстанра нумай ачаллă çемьесен шучӗ ӳснине патшалăх тӗревӗпе çыхăнтарчӗ
Калас пулать, 2025 çулта кăна çак категорие кӗрекен çемьесене тӗрев памашкăн темиçе закон вăя кӗнӗ. Çавсенчен пӗри – нумай ачаллă çемьери ачасене улттă тултариччен субсиди вырăнне эмелсемпе тивӗçтересси.
Юлашки вунă çулта Тутарстанра нумай ачаллă çемьесен йышӗ икӗ хутчен ӳснӗ. ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн шучӗпе, çакă йăлтах патшалăх тӗревӗнчен килет. Иртнӗ çулта кăна ачаллă çемьесене пулăшма тата тӗрев пама регионта 38 миллиард тенкӗ уйăрнă. Кун пирки ӗç министрӗ Эльмира Зарипова ведомствăн январӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ коллегийӗнче каларӗ.
Мероприятие патшалăх власть органӗсен представителӗсем, министерствосемпе ведомствосен пуçлăхӗсем, муниципаллă йӗркеленӳсен представителӗсем хутшăнчӗç.

Министр докладӗнче тӗп вырăнта нумай ачаллă çемьесене, ватă çынсене, СВО ветеранӗсене пулăшасси пулчӗç.
Пӗтӗмлетсе каласан, ТР Ӗç министерствин 65 тӗрлӗ пулăшу программи ӗçлет. Çав шутран 4-шӗ федераци шайӗнчи, вӗсем 300 пин çынна кирлӗ пулăшупа тивӗçтереççӗ. Тепӗр 61-шӗ республика шайӗнчи 800 пин çынна тимлӗхе илет.
«Нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесене эпир уйрăм тимлӗхпе пăхатпăр. 2025 çулта сахал тупăшлă çемьесем тин çуралнă ача валли чи кирлӗ япаласен комплектне илчӗç. 35 пин ачана «Бэлэкэч» программа тăрăх ача-пăча апачӗпе тивӗçтерсе тăратпăр. Виççӗ тултарман 5 пин ытла ачана эмелсем туянма 10 пин тенкӗпе танлашакан тӳлевсем парăнаççӗ», – терӗ Эльмира Зарипова. 1,5 пин ял хӗрарăмӗ ача çуратнăшăн 50 пинрен пуçласа 100 пин тенкӗ таран укçан илнине те каласа хăварчӗ министр. Çак адреслă пулăшăва пула Тутарстанра нумай ачаллă çемьесен шучӗ ӳснӗ те.
Калас пулать, 2025 çулта кăна çак категорие кӗрекен çемьесене тӗрев памашкăн темиçе закон вăя кӗнӗ. Çавсенчен пӗри – нумай ачаллă çемьери ачасене улттă тултариччен субсиди вырăнне эмелсемпе тивӗçтересси. Ку 53,7 пин çемьешӗн çав тери пысăк пулăшу пулнă. Унсăр пуçне пӗлтӗртен вара нумай ачаллă çемьери ачана вăтам профессилле вӗрентӳ организацийӗнче вӗреннӗшӗн тӳлевӗн 30 проценчӗ чухлӗ компенсаци парăнать.

ТР Раисӗн йышăнăвӗпе студентсен çемйисене пулăшассипе çӗнӗ мерăсем кӗнине те асăнса хăварчӗ министр. Ку вăл куçăн майпа пӗлӳ илекен çамрăк хӗрарăм йывăрланнипе учета тăрсан парăнакан пулăшу – пӗр хутчен 100 пин тенкӗ тӳленет. Сахал тупăшлă, 25 çул тултарман студент çемйисене тата нумай ачаллă çемьесене (мăшăрсем 30 çула çитмен пулсан) ачи 1,5 çул тултариччен чи кирлӗ япаласене проката тӳлевсӗр парасси те хута кайнă республикăра. Унсăр пуçне çамрăк ашшӗ-амăшӗ «Социальная няня» услугăпа та усă курма пултараççӗ – пепки 3 çула çитиччен.
Эльмира Зарипова паăртнă тăрăх, ача çураласлăхӗ Тутарстанăн 14 районӗнче ӳснӗ – Рыбный Слободара, Мамадышра, Павлăра, Кайпăçра, Сарманра, Мензелинскра, Менделеевскинче, Лайăшра. Начар кăтартусем Çӗнӗ Шуçăмра, Мӗслӗмре, Элкелте, Заинскра тата ыттисенче.
Малалла Эльмира Зарипова СВО ветеранӗсене пулăшассипе хута кайнă программăсем, çав шутра ӗçпе тивӗçтересси çинче те, Аслă вăрçă ветеранӗсене кирлӗ пулăшупа тата тимлӗхпе тивӗçтересси, регионти вăтам ӗç укçи кăтартăвӗсем, çынсене чухăнлăхран кăларассипе йышăннă соцконтрактсем çинче чарăнчӗ.
Сăнӳкерчӗксем https://mtsz.tatarstan.ru/ сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев