Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Ентешӗмӗрӗн Александр Магаринăн чӗри ӗмӗрлӗхех тапма чарăнчӗ

Çакăн пек хурлăхлă хыпарпа пуçланчӗ декабрӗн 24-мӗшӗ. Шанас килмесет, йышăнас килмест, вăхăта каялла çавăрса ку пулăма çук тăвас килет. Малашнехи плансемпе пурăнаканскер, ӗçлеме вăй-хал та, хавхалану та пур çын пурнăçран уйрăлни тӗрӗс мар пек. Александр Николаевич Магарин 1970 çулхи майăн 3-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ялӗнче çуралнă.

 Чăваш Енӗн хыпар хатӗрӗсем çырнине шанас килмерӗ... Çиçӗмле хăвăртлăхпа чӗрене ыраттаракан хурлăхлă хыпар социаллă сетьсенче, Телеграмра сарăлчӗ. Хыпарпа пӗрле лартнă хурапа шурă сăнӳкерчӗкрен пирӗн тусăмăр, ентешӗмӗр пăхса ларать. Пичӗ çинче ăшă кулă палăрать, куçӗсем çемçен пăхаççӗ... «Каçарăр, çапла пулса тухнăшăн» тенӗн, вăхăтран самай маларах, çамрăкла пурнăçран уйрăлса кайнăшăн айăплă туйнăн туйăнать. Ырă чунлă çынччӗ вăл – Александр Николаевич Магарин – пирӗн ентеш, ӗçтеш, юлташ... Питӗ   йӗркеллӗ, интеллигентлă, ырă кăмăллă çын.

Çакăн пек хурлăхлă хыпарпа пуçланчӗ декабрӗн 24-мӗшӗ. Шанас килмесет, йышăнас килмест, вăхăта каялла çавăрса ку пулăма çук тăвас килет. Малашнехи плансемпе пурăнаканскер, ӗçлеме вăй-хал та, хавхалану та пур çын пурнăçран уйрăлни тӗрӗс мар пек.

 Александр Николаевич Магарин 1970 çулхи майăн 3-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ялӗнче çуралнă.

Çиçӗмле хăвăртлăхпа пуçра Сашăпа (çапла çывăха хурса хамăр хушăра чӗнеттӗмӗр эпир ăна) курса калаçнă самантсем аса килчӗç. Пирӗн патра вăл пӗр виç эрне каялла кăна пулнăччӗ. Декабрӗн пӗрремӗш кунӗсем. Александр Николаевич 2021 çултанпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн Секретариачӗн ертӳçинче ӗçлетчӗ. Хусана вăл шăпах патшалăх ӗçӗсемпе килнӗ. Унтан «Татар-информ» информаци агентствин ертӳçипе Ринат Билаловпа тӗл пулса калаçнă. Вара пирӗн пата кӗрсе тухрӗ. Питӗ те васкатчӗ вăл. Шел, пӗрле чей ӗçсе вăрах калаçса ларма май пулмарӗ. «Эпӗ пӗччен килмен. Мана машинара ӗçтешсем кӗтсе лараççӗ. Мăкăртатаççӗ те пулӗ кӗттернипе. Анчах эп вӗсене тӳрех каласа хутăм – «Сувара» кӗрсе тухмасăр каймастăпах тесе», – çапла каларӗ вăл.

Çав кун вăл темле уйрăмах ăшă та ырă, уçăччӗ. Çав тери интеллигентлăскер хăйне калама çук сапăр тытатчӗ, вăтанни те пурччӗ. Хальхинче вара эмоцисене пытармарӗ. Кашнине хыттăн ыталаса тухрӗ. Тӗлпулнă чух та, уйрăлнă вăхăтра та. Эпӗ ăна крыльца çине тухсах ăсатса ятăм. Ун чух та хыттăн ыталаса: «Шупашкара килес-тăвас пулсан ман пата кӗмесӗр тухса ан кай, – терӗ, – Эс ман кӳршӗ вӗт», – тесе уйрăлчӗ. Ман асаннен çурчӗ вӗсеннипе юнашарччӗ. Сашăпа эпир ентешсем, ман атте аслăаксусемччӗ. Анчах кӗрсе тухасси пулмӗ ӗнтӗ...

Александр Магарин ӗç çулне «Сувар» хаçатра пуçланă. 1993 çул. Ăна тата унпа пӗрле тепӗр виçӗ çамрăк специалиста, Чăваш патшалăх университетӗнче историпе филологи факультетне пӗтернӗскерсене, хаçатăн пӗрремӗш редакторӗ Владимир Данилов тин çеç йӗркеленекен «Сувара» ӗçлеме чӗнсе илнӗ. Редакцире вăл малтанласа яваплă секретарь, унтан редактор çумӗ пулса ӗçленӗ.  Çак вăхăтсене те аса илчӗ вăл пирӗн пата кӗрсен. Хаçата мӗнле хатӗрленине, районсем тăрăх çӳренине аса илчӗ.

«Сувар» хаçатăн пӗрремӗш номерӗ Шупашкарта пичетленчӗ. Мана илме янăччӗ. Хаçатпа çынсене паллаштарас тӗллевпе ӗнтӗ пӗрремӗш номерне те вунă пин тиражпа кăларнăччӗ? Буханка машинапа илме кайнăччӗ. Хаçатсем çине выртса таврăннăччӗ каялла Хусана, чӳречесӗр машина кузовӗнче», – аса илчӗ вăл.

Сăнӳкерчӗкре А.Н.Магарин сулахайран пӗрремӗшӗ. «Сувар» хаçатăн 25 çулхи юбилейӗнче тунă сăнӳкерчӗк. 

Çулталăка яхăн редакцире ӗçленӗ хыççăн Александр Магарин каялла Шупашкара таврăннă. 1994-1997 çулсенче Чăваш патшалăх телерадиокомпанийӗнче ӗçленӗ. 1999-2007 çулсенче ЧР Президенчӗн Администрацийӗн аналитика ӗçӗпе информаци тивӗçтерӗвӗн уйрăмӗнче, пресс-службăра тăрăшнă. 2004-2009 çулсенче «Чувашия» телерадиокомпание таврăнса директор çумӗнче вăй хунă. 2009-2012 çулсенче Информаци политикин министерствинче информаци политикипе массăлла хыпар хатӗрсен уйрăмӗн пуçăхне куçарнă ăна. Ун хыççăн çулталăка яхăн Наци библиотекинче те ӗçлесе илнӗ. 2014-2016 çулсенче Александр Николаевич Наци телерадиокомпанине ертсе пынă. Патшалăх Канашне ӗçе вырнаçичченех Наци телевиденийӗнче тăрăшнă.

Анчах ăçта ӗçлесен те вăл чунпа парăнса вăй хунă. Ун пирки ӗçтешӗсем те çаплах калаççӗ.

«Александр Николаевич пысăк профессионалччӗ, хăй ӗçне парăннă патшалăх ӗçченӗччӗ, талантлă журналистчӗ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗнче яваплă ӗçре чунпа парăнса ӗçлерӗ. Пуçаруллă, компетентлă, ӗçе йӗркелеме пӗлекен ертӳçӗччӗ. Чăваш Ен парламенчӗ умӗнче тăракан задачăсене эффективлă татса парассипе çыхăннăччӗ ун тивӗçӗсем. Ӗçтешӗсем, депутатсем, журналистсен пӗрлӗхӗ хушшинче вăл пысăк хисеп çӗнсе илчӗ. Хăй çинчен питӗ те йӗркеллӗ, тирпейлӗ, çутă астăвăм хăварчӗ. Çав тери ырă кăмăллă, ялан пулăшма хатӗр çынччӗ вăл. Вăл пиртен уйрăлса кайни çав тери пысăк та йывăр çухату», – тенӗ Телеграмри каналӗнче ЧР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов.     

Пирӗн тӗлпулу та юлашки пулчӗ иккен çав кун. Хӗрсемпе (редакцире ӗçлекенсем пирки сăмах) кайран тин сăнӳкерчӗк тума маннăшăн ӳкӗнсе илтӗмӗр. Паян кирлӗ-кирлӗ мар чухне те тӳрех телефонсене туртса кăларса ӳкерсе илетпӗр те кунта пуçра та пулмарӗ. «Саша килсе кайнине çынна каласан та нимпе ӗнентерме çук халӗ», – терӗмӗр пăшăрханса.

«Сувар» редакцине килмесӗр тăман вăл. Астăватăп, 1998 çулсемччӗ пулӗ. Вӗсем пысăк йышпа Шупашкартан пирӗн пата килнӗччӗ. Мӗнле-тӗр уява пуçтарăннăччӗ. Халь астумастăп. Унтан 2019 çулта  хаçатăн 25 çулне паллă тунă çӗре килнӗччӗ. Хусанти Туслăх Çуртӗнче иртнӗччӗ вăл. 30-çуллăх юбилее ӗçрен пушанайманнипе килейменччӗ. Телефонпа шăнкăравласа саламланăччӗ вăл пире. Шупашкара ӗçпе кайсан мероприятисенче куркаланă. Анчах вăл пирӗн асра шăп юлашки сăнарпа асра юлӗ. Килӗшӳллӗ те тирпейлӗ тумланнă, çӳçне илемлӗн тураса якатнă, ăшă кулăпа çиçекен сăн-питпе кӗрсе тăчӗ яштака та маттур Саша редакцие. Хамăр чăвашсем хушшинче  çапла курăнмалли çынсем пулнипе мăнаçлантăмăр та ун чух.

Шел... Декабрӗн 23-мӗшӗнче унăн чӗри ӗмӗрлӗхех тапма чарăнчӗ.

Эпир, «Сувар» хаçат ӗçченӗсем, Тутарстанри Чăваш наципе культура автономи Канашӗн пайташӗсем А.Н.Магаринăн çемйипе, çывăх тăванӗсемпе тата юлташӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланнине пӗлтеретпӗр.

Лăпкă çывăр, хаклă юлташăмăр...

 

ЧР Патшалăх Канашӗн Председателӗн Л.И.Черкесовăн Телеграмри каналӗнчен тата «Сувар» хаçат архивӗнчен илнӗ сăнӳкерчӗк.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Известные чуваши