Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Эхо веков в истории семьи – Тарихта без эзлебез» республика конкурсӗн финалӗнче икӗ чăваш çемйи

Артамоновсем Нурлат районӗн, Егоровсем Алексеевски районӗн чысне тивӗçлӗ хӳтӗлерӗç. Финалистсене çак кун Андрей Малахов та саламларӗ.

Тутарстанăн «Эхо веков в истории семьи – Тарихта без эзлебез» конкурсăн сасси кăçал пӗтӗм çӗршывӗпех илтӗнмелле янăрарӗ. Калининградран пуçласа Владивосток таранах халӗ республикăра ăрусен историйӗпе çыхăннă конкурс çинчен пӗлеççӗ.

Андрей Малахов салам каларӗ

Паллă телеертӳçӗ Андрей Малахов «Россия 1» телеканалта тухакан «Малахов» кăларăмра тутарстансене тӗнче илтмелле саламларӗ. «Тутарстана тата уникаллă проектăн йăх-несӗлсен фестивалне хутшăннисене саламлатăп. Сирӗнпе пӗрле çак савăнăçа пайлама пултарнипе телейлӗ эпӗ. Çемье телейӗ вăл – хаклă парнесемпе шăв-шавра мар – пӗр-пӗрне илтме, кирлӗ самантра ялан çумра пулнинче. Çемье историне эсир ячӗшӗн мар, килес ăрусемшӗн пухса упратăр. Эпир те хамăр кăларăмсенче çавăншăнах ӗçлетпӗр. Ку ӗçе малалла та илсе пырăр. Ӗмӗрсен сасси пӗтӗм çӗршыва илтӗнмелле янратăр! Хăвăра тата çуммăрти çыннăрсене упрăр», – терӗ Андрей Малахов видеосалам ярса.

Кашни çул Тутарстан Республикин Архив ӗçӗпе патшалӑх комитечӗ «Эхо веков в истории семьи – Тарихта без эзлебез»  йӑх-несӗл фестивальне ирттерет. Ун тӗллевӗ – ӑрусен тӑсӑмне упраса хӑварасси, наци йӑли-йӗркисен никӗсӗнче çемьепе тӑванла çыхӑнусене çирӗплетесси, çемье, тăван ен, тăван халăх историне тӗпчеме хавхалантарасси тата Тутарстан халӑхӗсен наци йӑли-йӗркисене упраса хăварассипе аталантарасси, çамрăк ăрăва çемье историйӗ урлă тăван çӗршыва юратма вӗрентесси.   

Фестиваль виçӗ тапхӑрпа иртет. Малтан район, унтан зона шайӗнче. Финал вара Хусанта иртет. Фестивале хутшăннă çемьесене жюри наци апат-çимӗçӗн куравӗ, йӑх-несӗл презентацийӗ тата çемье историне сцена çинче театрализацилесе кăтартни тăрăх хаклать.

Тӗп вырăнта – йӑх-несӗл йывӑçне хатӗрлесси. Ку хăйне чылай  тӗпчев ӗçӗ. Конкурса хутшăннисем ăна килте упранакан реликвисемпе, çемьешӗн хаклă япаласемпе, çемье династийӗн пурнӑçӗнчи интереслӗ фактсемпе альбом, стенд, панно, баннер-коллаж туса уçса параççӗ. Илемлӗ легенда шутласа кăларни кирлӗ мар кунта, истори йăлтах архив докуменчӗсем çинче никӗсленмелле.

Ултă çемьерен иккӗшӗ чăвашсем

Кăçалхи конкурс питӗ те çӳллӗ шайра иртрӗ. Финала тухнисем Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗнче пуçтарăнчӗç. Ултă çемье – ултă тӗрлӗ истори. Вӗсен кун-çулӗнче çӗршыв историйӗ, халăхсен туслăхӗпе пӗрлӗхӗ курăнать. Мӗншӗн тесен финала килнӗ çемьесенче те тӗрлӗ халăх çынни пур. Упăшки чăваш, арăмӗ – кӗрешӗн, теприсен мăнукӗ чăваш, ун мăшăрӗ тутар, виççӗмӗшӗн кинӗ вырăс тата ытти те. Тӗрлӗ халăхсене çемьеллӗ хутшăнусенчен вăйлăрах пӗрлештерекенни тата мӗн пултăр? Вăт çапла çемьесенче чăваш, вырăс, тутар, удмурт е ытти халăхсен культурисемпе йăли-йӗркисем ăруран ăрăва куçса пыраççӗ.

Финала Артамоновсем (Нурлат районӗ, чăвашсем), Гарифовсем (Тюлячи районӗ, тутарсем), Гончаровсем-Габитовсем (Агрыз районӗ, удмуртсем), Егоровсем (Алексеевски районӗ, чăвашсем), Мышевсем (Кайпăç районӗ, вырăссем), Хасанзяновсем (Анат Кама районӗ, тутарсем) тухнă.

Артамоновсем

Камал театрӗ хаваслă юрă-кӗвӗпе кӗрлесе тăчӗ çак кун. Çемьесене тӗрев пама тăванӗсем, юлташӗсемпе пӗлӗшӗсем килсе çитнӗ. Ăçта ан пăх наци тумӗллӗ çынсем хӗвӗшеççӗ. Артамоновсенчен пуçланчӗ жюри çемьесемпе паллашасси. Пысăк йышпа килнӗ вӗсем. «45-ӗн тухса килтӗмӗр, халь 50 яхăн та пуçтарăнчӗ ӗнтӗ. Хусанти тăвансем те хутшăнчӗç пирӗнпе. Çӗрле икӗ сехетре тухса килтӗмӗр кунта. Автобусрах хамăра пуçтарма пуçларăмăр. Йăлт ӗлкӗртӗмӗр», – терӗ Антонида Артамонова йăл кулса. Ентешӗсене тӗрев парас тӗллевпе Нурлат район пуçлăхӗ Дамир Ишкинеев, Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ, Нурлатри Туслăх Çурчӗн директорӗ Галина Терентьева килсе çитнӗ. Хусанти тăванӗсенчен Вера Михайловнапа (Тутарстанри Чăваш хӗрарăмсен союзӗн пайташӗ) Альберт Алтынбаевич Юнусовсем пынă. Вӗсем те чăвашла тумланса хатӗрленсе килнӗ. Артамоновсем хăйсен йăх историне мăн асламăшӗ  Марфа Ивановнан кун-çулӗпе çыхăнтарса уçса пачӗç. Вăл мăшăрӗ  Иван Никифорович вăрçа тухса кайсан виçӗ ачипе тăрса юлнă, тăваттăмӗшӗпе йывăрлă пулнă. Çапах хуçăлман. Сӗм-суккăр пулса юлнă хунямăшне Анастасийăна (Артамоновсен мăн-мăн асламăшӗ) пăрахман, мӗн виличчен пăхса пурăннă. Иван Никифорович вăрçăран таврăнайман, тăшманпа кӗрешсе пуçне хунă. Маттур хӗрарăм Марфа Ивановна йывăрлăхсене парăнман, ывăл-хӗрне лайăх пăхса ӳстерсе çынна кăларнă. Паян Артамоновсен йăхӗ çирӗп юман пек кашласа ӳсет, çулсем иртнӗçем паркаланса та мăнаçланса кăна пырать. Театрализациленӗ историне спектакльпе танлаштарма пулать. Куракансен вара вӗсен йăхӗ урлă чăваш халăхӗн йăли-йӗркисемпе  пуян культурипе паллашма пултарчӗç. Жюри йышăнăвӗпе Артамоновсем çӗнтерӳçӗсен шутне кӗрсе виççӗмӗш вырăн йышăнчӗç. Питӗ тивӗçлӗ те çӳллӗ шайра хӳтӗлерӗç вӗсем Нурлат район чысне. Мăнаçланатпăр вӗсемпе!

Егоровсем

Нумай ачаллă Егоровсен çемйи Алексеевски районӗнчен килнӗ. Анна Александровнапа Валерий Семенович Егоровсем виçӗ хӗр çуратса ӳстернӗ, тата усрава 7 ача илнӗ. «Эпӗ хам кӗрешӗн, упăшка – чăваш. Усрав ачасем вырăс», – терӗ Анна Александровна çемйипе паллаштарса. Паяна вӗсен 9 мăнук. Пӗр ывăлӗ ятарлă çар операцийӗнче Тăван çӗршыва хӳтӗлет. 40 çул ытла вӗсем пӗрле çемье историне çыраççӗ. Егоровсем ăста утарçăсем. Вӗсен мăн-мăн аслашшӗсем те çак ӗçпе аппаланнă. Юрлас-ташлас енӗпе те ăста.  Творчествăлла конкурссемпе мероприятисене вӗсем тăтăш  хутшăнаççӗ. 2024 çулта та вӗсем «Эхо веков в истории семьи» конкурса хутшăнса муниципаллă тапхăрта çӗнтернӗ. 2025 çулта «Без Бергэ» конкурса хутшăнса муниципаллă тапхăрта 1 степеньлӗ диплома тивӗçнӗ. Унтан «Женщина года» республика конкурсӗнче зона тапхăрӗн çӗнтерӳçисем пулса тăнă. Анна Александровна педагог, Чăваш Майнинчи шкулта тутар чӗлхине вӗрентет. Валерий Семенович предприниматель, харпăр ӗç йӗркелесе ăнăçлă аталанса пырать. Егоровсен ачисем те маттур. Ашшӗ-амăшӗн ырă тӗслӗхӗпе ӗçре те, вӗренӳре те пултаруллă та хастар. Виçӗ хӗрӗ –Светлана, Людмила тата Елена качча кайса çемье çавăрнă, ачисене ӳстереççӗ.

Малтанласа Егоровсем Вадимпа Максим Башлыковсене (2007 çулта), унтан Андрей, Анна, Евгений Денисовсене (2011 çулта) вара Анастасия, Тимофей, Мария Каргинсене (2018 çулта) усрава илеççӗ. Башлыковсем тата Андрей Денисов мăшăрланса çемье çавăрма ӗлкӗрнӗ. Юратупа туслăхра çитӗннӗскерсем çемье телейне упрама тата хаклама пӗлеççӗ. Егоровсен çемье йывăççи те ешерсе те çирӗпленсе кăна пырать. Вӗсем «Çемье йăлисен управçисем» номинаци çӗнтерӳçисем пулса тăчӗç. Эпир те вӗсемпе пӗрле савăнатпăр!

Финала тухнă тепӗр тăватă çемье пирки те нумай çырма пулать, вӗсен историйӗсем питӗ интереслӗ. Кашни вăл е ку номинаци çӗнтерӳçи пулчӗ. Пӗрремӗш вырăна вара удмуртсем – Гончаровсем-Габитовсем йышăнчӗç. Иккӗмӗш вырăнта Хасанзяновсен çемйи.

Çемьесене чыслама тата çӗнтерӳпе саламлама ТР Патшалăх Канашӗн Председатель тивӗçӗсене пурнăçлакан Марат Ахметловпа ТР архив ӗçӗпе патшалăх комитечӗн ертӳçи Гульнара Габдрахманова килчӗç. «Паян çак сцена çинче те, фойере те çемье династийӗсемпе паллашрăмăр. Ку вăл пирӗн республика, пирӗн çынсем кăмăл-сипет енчен мӗн тери пуян пулнин чи лайăх тӗслӗхӗ. Пысăк тав йӗркелӳçӗсене. Ку мӗн тери пысăк ӗç тата çӗршер çынна вăл хăй тавра пуçтарать. Çак ырă йăласем, хаклăхсем, çемье династийӗсем пире тӗллевлӗ те вăйлă тăваççӗ. Пурне те ырлăх-сывлăх, тăнăçлăх сунатăп», – терӗ парламент пуçлăхӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Марат Ахметов. 

  «Çемьесем питӗ çӳллӗ шай кăтартрӗç. Вӗсем вӗт профессиллӗ артистсемпе кулинарсем мар. Çапах мӗнлерех апат-çимӗçпе хăналарӗç. Мӗнлерех костюмсемпе килчӗç тата! Çӗршер çул упраççӗ вӗсем ăна. Çемье историйӗпе тӗпчев ӗçӗсем вара чăннипе тӗлӗнтереççӗ, пиншер ят унта», – хавхаланса калаçрӗ журналистсемпе Гульнара Габдрахманова.   

Конкурс финалӗ Раççейри Çемье кунӗ умӗн иртни пуриншӗн те пысăк парне пулчӗ. Ултă çемье историйӗ пире тепӗр хутчен пурнăçри чи кирлӗ хаклăхсене çӗнӗлле вăйпа тимлӗхе илме май пачӗ.

Ирина Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Эхо веков в истории семьи