Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Фарид Мухаметшин: «Ăруран ăрăва йăх-несӗлсен паттăрлăхӗ парăнса пытăрччӗ, ветерансен тӗслӗхӗпе ӳстӗр çамрăк ăру»

Ӗнер, майăн 7-мӗшӗнче Тутарстан Халăхсен ассамблейин, наципе культура пӗрлешӗвӗсен, нумай нациллӗ çамрăксен организацийӗн представителӗсем Хусанти Çӗнтерӳ паркӗнчи Ӗмӗрлӗх çулăм умне чечексем хучӗç. Майăн 9-мӗшӗ Пӗтӗм Раççей халăхӗшӗн пӗлтерӗшлӗ те сăваплă кун. Çак кун эпир кашни çул Аслă Çӗнтерӗве палăртатпăр, кăçал 79-çуллăхне.

Майăн 9-мӗшӗ Пӗтӗм Раççей халăхӗшӗн пӗлтерӗшлӗ те сăваплă кун. Çак кун эпир кашни çул Аслă Çӗнтерӗве палăртатпăр, кăçал 79-çуллăхне. Пирӗншӗн вăл чăннипех те куççуль витӗр праçник пулса тăчӗ. Раççейре, ӗлӗк Совет союзне кӗнӗ çӗршывсенче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăнман пӗр çемье те юлман пулӗ. Аттесемпе кукка-пиччесем, шăллăмсем, асаттесемпе кукаçисем, мăн кукаçисемпе мăн асаттесем, аппа-йăмăксем...
Вӗсен умӗнче эпир ӗмӗр парăмлă, пирӗн тăнăç пурнăçшăн хăйсене шеллемесӗр вӗсем пурнăç панă. Вăрçа кайнисенчен çурри тăван килне таврăнман. Фронтовиксемпе ветерансен, тыл ӗçченӗсен вилӗмсӗр паттăрлăхне асăнса Раççейӗн кашни кӗтесӗнче тӗрлӗ мероприятисем ирттереççӗ. Тутарстанра вӗсем чылай маларах пуçланчӗç. Республикăри хулапа ялсенче мемориаллă палăксен, Ӗмӗрлӗх çулăм умне чечексем хураççӗ, ветерансен килӗ умӗнче парадсем, концертсем ирттереççӗ тата ытти те. 

Ӗнер, майăн 7-мӗшӗнче Тутарстан Халăхсен ассамблейин, наципе культура пӗрлешӗвӗсен, нумай нациллӗ çамрăксен организацийӗн представителӗсем Хусанти Çӗнтерӳ паркӗнчи Ӗмӗрлӗх çулăм умне чечексем хучӗç. Торжествăлла мероприятие ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Председателӗ Фарид Мухаметшин, ТР Патшалăх Канашӗн Социаллă политикăпа комитет председателӗ Светлана Захарова, Вӗрентӳ, культура, наукăпа нацисен ыйтăвӗсемпе комитет председателӗн çумӗ Людмила Рыбакова, профильлӗ министерствосемпе ведомствосен, çамрăксен организацийӗсен представителӗсем хутшăнчӗç. Сăмах май, ку мероприяти çуллен Тутарстан Халăхсен Çамрăксен ассамблейпе ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви пуçарăвӗпе иртет. 

«Ку пирӗн çулленхи ырă йăла. Çапла майпа эпир Çӗнтерӳ кунӗ умӗн хамăрăн атте, асаттесене, Çӗнтерӳшӗн пурнăçне панă çынсене, хисеп тăватпăр. Хăрушă та йывăр пулнă Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи. Нумай нациллӗ çамрăксен пӗрлешӗвне тав тăватăп, эсир тӗн, наци уйрăмлăхне пăхмасăр çак аслă астăвăмра пӗрлӗх кăтартса пысăк ӗç тăватăр. Эп шутлап, ку малашне те çапла пулса пырӗ, ăруран ăрăва йăх-несӗлсен паттăрлăхӗ парăнса пытăрччӗ. Вӗсен тӗслӗхӗпе ӳстӗр çамрăк ăру», — терӗ Фарид Мухаметшин. 
Парламент пуçлăхӗ республикăра паяна 11 пин ветеран пурăннине палăртрӗ. Хăй енчен вӗсене пур енлӗ тӗрев панăшăн республика ертӳçине Рустам Минниханова тав турӗ. 

Ятарлă çар операцине хутшăннисене те асăнмасăр иртмерӗ Фарид Мухаметшин. Вӗсене Тăван çӗршыва хӳтӗлесе паттăрлăх кăтартнăшăн чӗререн тав турӗ. 

Малалла тӗрлӗ халăх представителӗсем хăйсен тăван чӗлхипе вăрçă çинчен сăвăсем вуларӗç. Çапла Çӗнтерӳ паркӗнче вырăс, тутар, чăваш, белорус, узбек, таджик, казах чӗлхисем янрарӗç.

Сăнӳкерчӗксем Ксения Романован тата gossov.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день победы