Хăратасен медаль... пӗрре кăна та мар
Тӗп хыпар

Хăратасен медаль... пӗрре кăна та мар

Элкел районӗнчи Хăрата ялӗнчи спортклуб спортсменӗсен пухмачне тата икшер кӗмӗлпе бронза медаль, кубоксем хушăнчӗç. Март уйăхӗн 31-мӗшӗнче Хусанта кекусинкай каратепе иртнӗ Раççей первенствипе чемпионатӗнче Миланăпа Данил Яганевсем катара - II, кумитэре - III вырăнсем йышăнчӗç. Саламлатпăр! Вӗсен тренерӗ Евгений Павлович Яганев пӗлтернӗ тăрăх, ку первенство сезона пуçларӗ кăна-ха. Каратистсен тепӗр...

Элкел районӗнчи Хăрата ялӗнчи спортклуб спортсменӗсен пухмачне тата икшер кӗмӗлпе бронза медаль, кубоксем хушăнчӗç. Март уйăхӗн 31-мӗшӗнче Хусанта кекусинкай каратепе иртнӗ Раççей первенствипе чемпионатӗнче Миланăпа Данил Яганевсем катара - II, кумитэре - III вырăнсем йышăнчӗç. Саламлатпăр!

Вӗсен тренерӗ Евгений Павлович Яганев пӗлтернӗ тăрăх, ку первенство сезона пуçларӗ кăна-ха. Каратистсен тепӗр пысăк ăмăртăвӗ кӗркунне енне иртмелле. Унччен вăхăт пур-ха, Элкел спортсменӗсем ăна тата лайăхрах хатӗрленӗç, мӗншӗне тесен тренировкăсем кунта çуллахи каникул вăхăтӗнче те чарăнмаççӗ. (Е.Яганев сăнӳкерчӗкӗ).


Нет комментариев