Икӗ фестиваль пӗрле
«СеспельФЕСТ» Наци çамрăксен театрӗсен регионсен хушшинчи фестивалӗ Вера Кузьмина ячӗллӗ «Чӗкеç» Халăхсен хушшинчи наци театрӗсен фестивалӗпе пӗрле иртет.
«СеспельФЕСТ» Наци çамрăксен театрӗсен регионсен хушшинчи фестивалӗ Вера Кузьмина ячӗллӗ «Чӗкеç» Халăхсен хушшинчи наци театрӗсен фестивалӗпе пӗрле иртет.
Чăваш Республикин пуçлăхӗ Олег Николаев фестивале икӗ çулта пӗрре йӗркелесси çинчен йышăннă. Фестиваль Шупашкарти театрсенче çеç мар, республикăри муниципаллă йӗркеленӳсен сценисем çине те тухӗ. Ку тӗлӗшпе вăл Шупашкарта иртекен кинофестивале аса итерӗ.
Икӗ сулăмпа пырӗ фестиваль:
– драма театрӗсем (аслă çулсенчи куракансем валли);
– çамрăксен театрӗсем тата çамрăк куракан театрӗсем (çамрăксемпе çула çитменнисем валли).
Фестиваль анлă, сулмаклă, нуцмай енлӗ мероприяти пуласса шанаççӗ йӗркелӳçӗсем. Ача-пăча театрӗсемпе наци театрӗсене аудитори ӳстерме пулăшакан пулăм пулса тăмалла унăн тесе шутлаççӗ чăвашенсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев