«Каган ылтăнӗ» «КАМАЗ-мастерта»
(Вера Александрова. Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн пресс-службин). Шăматкун Астраханьте Раççейӗн ралли-рейдсен «Каган ылтăнӗ» чемпионачӗн иккӗмӗш тапхăрӗ вӗçленчӗ. Унта Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда тăватă экипажпа хутшăнчӗ. Паллах, ентешсенчен яланах çӗнтерӳ кӗтетпӗр эпир. Шанăçа Çырчалли спортсменӗсем хальхинче те тӳрре кăларчӗç: грузовиксен зачетӗнче малтанхи виçӗ вырăна та вӗсем йышăнчӗç: 1-мӗш - Андрей Каргинов экипажӗ (штурманӗ...
(Вера Александрова. Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн пресс-службин). Шăматкун Астраханьте Раççейӗн ралли-рейдсен «Каган ылтăнӗ» чемпионачӗн иккӗмӗш тапхăрӗ вӗçленчӗ. Унта Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда тăватă экипажпа хутшăнчӗ. Паллах, ентешсенчен яланах çӗнтерӳ кӗтетпӗр эпир. Шанăçа Çырчалли спортсменӗсем хальхинче те тӳрре кăларчӗç: грузовиксен зачетӗнче малтанхи виçӗ вырăна та вӗсем йышăнчӗç: 1-мӗш - Андрей Каргинов экипажӗ (штурманӗ Андрей Мокеев, механикӗ Игорь Леонов); 2-мӗш - Эдуард Николаев экипажӗ (штурманӗ Евгений Яковлев, механикӗ Владимир Рыбаков); 3-мӗш - Дмитрий Сотников экипажӗ (штурманӗ Дмитрий Никитин, механикӗ Ильнур Мустафин). Абсолютлă зачетра пирӗн спортсменсенчен джипсен категорийӗнче ăмăртнă Борис Гадасин çеç иртме пултарнă.
Ентешсене черетлӗ çӗнтерӳпе саламлатпăр! Халӗ вӗсем пӗтӗм вăйпа июль уйăхӗнче Китай - Казахстан - Раççей территорийӗнче иртекен «Пурçăн çул» раллие хатӗрленме тытăнӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев