Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Ӳкерчӗксемпе юрăсем кӗтетпӗр!

Ача садне çӳрекен шăпăрлансемпе шкулта вӗренекен ачасене «Аслă Çӗнтерӳ. Никама та манман, нимӗн те манăçман» конкурс пуçланни çинчен аса илтеретпӗр.

Унта хутшăнас тесен хӳтӗлевçӗсене – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин, ятарлă çар операцийӗн паттăрӗсене – халалласа ӳкерчӗк тумалла та редакцие ярса памалла. Конкурса шкула кайман ачасенчен пуçласа пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренекенсем таранччен хутшăнма пултараççӗ. Ӳкерчӗке графика, этюд, плакат, живопись, урăхла каласан хуть мӗнле мелпе те тума юрать. Конкурс пирки тӗплӗнрех çак ссылкăпа вулама пулать.

Çавăн пекех вулакансене «Çӗнтерӳ юррисем – Песни Победы» вăрçă юррисен онлайн-конкурсӗ пуçланни çинчен те аса илтеретпӗр. Вăрçă темипе юрланă юрра ӳкернӗ видеороликсене майăн 11-мӗшӗччен йышăнатпăр. Ку конкурс пирки тӗплӗнрех çак ссылкăпа вуласа пӗлме пулать. 

Аслă Çӗнтерӳ 80 çул тултарнине, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне  халалланă конкурссене хутшăнмасăр ан юлăр, хаклă вулакансем!

Редакци.

Софья Чернова ӳкерчӗкӗ (Аксу районӗ, Кивӗ Тимушкел шкулӗ, 2-мӗш класс. Вӗрентекенӗ – В.И.Краснова).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс 80-летие Победы