Хаклă çыннăмăрсене ылтăн туйпа ырă кăмăлтан саламлатпăр
Çăвăн 1-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче пурăнакан Валентина Степановнăпа Геннадий Николаевич СЕЛИВАНОВСЕМ мăшăрланнăранпа 50 çул çитнине паллă тăвӗç. Анне нумай çул фельдшерта, атте ял хуçалăхӗнче тăрăшнă. Халӗ те ӗçсӗр лармаççӗ – килти хуçалăхра тăрăшаççӗ, вӗлле хурчӗ тытаççӗ, çулла çырла-кăмпана çӳреççӗ.
Хаклă çыннăмăрсене ылтăн туйпа ырă кăмăлтан саламлатпăр! Сире мӗнле хытă юратнине, хисепленине тепӗр хут палăртса калатпăр. Эсир упраса пурăнакан кил-çурт ăшши пире яланах илӗртет, хăй патне чӗнет. Сире çу уйăхӗ пек илемлӗ пурнăç, тулли телей, Атăл юханшывӗ пек вăрăм ӗмӗр, чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, канăçлăх сунатпăр. Ӗмӗтленнӗ ӗмӗтӗрсем пурнăçланса пыччăр, Турă панă кашни куна савăнса ирттермелле пултăр. Сиртен тӗслӗх илсе пурăнни пире вăй-хавал парса тăрать, ӗçлеме, çунатсене сарма хавхалантарать.
Ылтăн туй ячӗпе саламлатпăр сире,
Килӗшӳллӗн тапайтăр ялан ик чӗре.
Пурнăçра юрату вăй парса тăрсан,
Ватлăх тарӗ сиртен аякран аякка.
Ывăлӗпе кинӗ, хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, 10 мăнукӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев