Хусан хӑнасене йышӑнма хатӗр
63 ҫӗршывран 1360 профессионал хутшӑнать Ӗҫ аллисен чемпионатне, вӗсене 56 профессипе 1294 эксперт хак парать.
Професси ӗнченӑсталӑхӗпе иртекен Тӗнчен 45-мӗш чемпионачӗ Хусанта августӑн 22-мӗшӗнче тапранать. Йӑла тӑрӑх, эрне тӑршшӗпе Хусан канлӑ культура программипе тулӗ. Чемпионат ӑмӑртӑвӗсемсӗр пуҫне (самах май, вӗсем мӗнле пынине курма тӳлевсӗрех пулать) 50 ытла культура мероприятийӗ иртет.
"Хусан" ҫемье центрӗ ҫывӑхӗнче августӑн 23-25-мӗшӗсенче хула ҫыннисем кӑмӑлланӑ "Тутлӑ Хусан" ятлӑ гастрономи фестивалӗ иртӗ. Унта килекенсем тӗрлӗ ҫӗршыв апатне тытӑнса пӑхайӗҫ.
Горкинско-Ометьевски вӑрманӗнчи экранпа WorldSkills чемпионат мӗнле иртнине тӳрӗ эфирта курма пулӗ. Ҫавӑн пекех унта чемпионат уҫӑлса хупӑлнӑ церемонисене те кӑтартӗҫ.
Горький ячӗллӗ парк халӑхсемпе ҫӗршывсен туслӑхне сӑнарласа кӑтартӗ. Паркӑн программи темиҫе чӗлхепе илсе пырӑнӗ - вырӑсла, тутарла, акӑлчанла. Паркра Skillbazar площадка ӗҫлӗ. Кӑмӑл тӑвакансем унти пӗчӗк мастерскойсенче хӑйсен ӑсталӑхне тӗрӗслесе пӑхайӗҫ. Каҫхи вӑхӑтра сак паркра апат-ҫимӗҫ мастер-класӗсене кӑтартӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах юрӑ-кӗвӗ ушкӑнӗсем пултарулӑхне кӑтартӗҫ.
Унсӑр пуҫне мобильлӗ интерактивлӑ "Пуласлӑха билет" зона та ӗҫлӗ. Унта шкул ачисем пргфориентаци тестне иртме пултарӗ.
Капан кӳллин ҫыранӗ хӗрринче тутар артисчӗсемпе ансамлӗсем рехетленсе ҫынсене савӑнтарӗҫ.
Баумана урамӗнчи паллӑ сехет айӗнче халӑх инструменчӗсен оркестрӗн, халӑх ташшисен тата фольклор ансамблӗсен концерчӗ пулӗ. Ҫакӑнтах кӑмӑл тӑвакансене тутар халӑх инструменчӗсемпе калама, тутарла ташлама вӗрентӗҫ.
Кивӗ Тутар слободинче хулара пурӑнакансемпе унӑн хӑнисем тутар фольклорӗн "Иске Казан тугерек уены" фестиваль-конкурсӗ иртет. 22 районран 56 фольклор ушкӑнӗ юрлӗ.
Хӑнасем Хусанти тата Лайӑш районӗнчи 58 шкула ҫитсе курӗҫ, ачасене хӑйсен ҫӗршывӗнчи культура уйрӑмлӑхӗсемпе паллаштарӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев