Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кивӗ Ӳсел каччи Мускаври парада хутшăнать

Çӗнтерӳ кунӗнче Мускаври Хӗрлӗ тӳремре иртекен парада тимлесе пăхмашкăн кăçал та сăлтав пур, туссем! Тӗп парада Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел каччи Николай Айдов хутшăнать.

 Николай хальхи вăхăтра Хӗвеланăç çар округне кӗрекен Балтийск хулинчи А.Невский, А.Суворов орденеллӗ тинӗс пехотин 336-мӗш уйрăм бригадинче хӗсметре тăрать. Вăрçă вăхăтӗнче Тăван çӗршыва хӳтӗленӗ Александр Айдовпа Дмитрий Охотниковăн кӗçӗн мăнукӗ вăл. Чăваш каччи парадра тинӗс пехотин 2-мӗш колоннин 4-мӗш ретӗнче стройпа утӗ. 

Тинӗс пехоти элитлă çар, унта пули-пулмисене илмеççӗ. Николай та акă аслă пӗлӳллӗ специалист.  Хусанти Энергетика университечӗн выпускникӗ. Салтака кайма ачаранах ӗмӗтленнӗскер, паллах, пăрăнса юласси пирки шухăшӗ те пулман унăн. Пӗлтӗр июнӗн 25-мӗшӗнче диплом ӗçне хӳтӗленӗ те тепӗр икӗ кунранах, 27-мӗшӗнче, çар ретне тăнă.

Чăваш каччин служби вӗçленсе пырать ӗнтӗ. Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçе вăл тӳрӗ кăмăлпа пурнăçлать. Чăн та, çывăх тăванӗсем пӗлтернӗ тăрăх, малаллахи пурнăçне çарпа çыхăнтартма шутламасть. Çапах та кăçалхи майăн 9-мӗшӗ ӗмӗрлӗхе асӗнче юлӗ. Ара, кашни салтак тивӗçеймест-çке тӗп парада хутшăнма. Сăмах май, ку пӗрре те çăмăл ӗç мар. Репетицисем мартăн 13-мӗшӗнчех пуçланнă, ӗнер, майăн 4-мӗшӗнче тата майăн 7-мӗшӗнче Мускаври Хӗрлӗ тӳремре генеральнăй репетицисем.  

Хальхи вăхăтра Майăн 9-мӗшне Кивӗ Ӳселӗнчи Айдовсем кăна мар, ялӗпех чăтăмсăр кӗтеççӗ. Аксу районӗнчен чăваш каччи тӗп парада хутшăнни пулман вӗт хальччен. Паллă ӗнтӗ, пуринчен ытла килтисем хумханаççӗ, парад мӗнле иртесси хальхинче вӗсен ывăлӗнчен те килет-çке. Мӗншӗн тесен унта пӗр салтакăн та йăнăшма юрамасть. «Телевизор пирӗн пысăк, çемьепе, тăвансемпе, кӳршӗсемпе пӗрле пăхма хатӗрленетпӗр-ха», – терӗ Николайăн амăшӗ Елена Михайловна телефонпа çыхăнсан кун пирки сăпайлăн. (Айдовсен çемье архивнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день победы