«Кӗмӗл сасса» Хусантан Вера Кожеманова хутшăнать
Тӗп хыпар

«Кӗмӗл сасса» Хусантан Вера Кожеманова хутшăнать

«Кӗмӗл сасă» Пӗтӗм Раççейри чăваш юрăçисен фестиваль-конкурсӗ кăçал та икӗ тапхăрпа иртет. Конкурсантсене малтан мартăн 20-мӗшӗнче районсенче, хуласенче тата регионсенче суйласа илеççӗ. Çак тапхăрта çӗнтернисем вара мартăн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Культурăпа искусствăсен институтӗнче иртекен финалта тупăшаççӗ. Вăл 11 сехетре пуçланать. Çӗнтерӳçӗсем çав кунах «Кӗмӗл сасă» Пӗтӗм Раççейри чăваш юрăçисен фестиваль-конкурсӗн гала-концертӗнче...

«Кӗмӗл сасă» Пӗтӗм Раççейри чăваш юрăçисен фестиваль-конкурсӗ кăçал та икӗ тапхăрпа иртет. Конкурсантсене малтан мартăн 20-мӗшӗнче районсенче, хуласенче тата регионсенче суйласа илеççӗ. Çак тапхăрта çӗнтернисем вара мартăн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Культурăпа искусствăсен институтӗнче иртекен финалта тупăшаççӗ. Вăл 11 сехетре пуçланать. Çӗнтерӳçӗсем çав кунах «Кӗмӗл сасă» Пӗтӗм Раççейри чăваш юрăçисен фестиваль-конкурсӗн гала-концертӗнче паллă пулаççӗ. Хусантан фестиваль-конкурса пирӗн пултаруллă çамрăк юрăç Вера Кожеманова хутшăнать. Ăнăçу сана, Вера!


Нет комментариев