Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул
Паян, майăн 27-мӗшӗнче чăваш литературин классикӗ Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 135 çул çитрӗ. Чăваш поэзи çăлтăрĕн К.В.Ивановăн ĕмĕрĕ (1890-1915) ытла та кĕске пулнă, вăл 25 çул çеç пурăннă. Анчах унăн ячĕ, унăн пултарулăхӗ, унăн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми чăваш литературин тата тӗнчери культура историне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă.
Константин Иванов Пушкăрстанри Пелепей районӗнчи Слакпуç ялӗнче çуралнă, Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче вӗреннӗ. Вырăс тата Хӗвеланăç Европăри литературăн классикӗсемпе, столяр ӗçӗпе, йывăçа касассипе интересленнӗ. 16 çулта вăл наци хăйевӗрлӗхне ăнланма пулăшакан халăхри юмах-халапсемпе кӗлӗсене çырса пынă.
Хăйӗн кӗске пурнăçӗнче Константин Иванов сăвăсем, юмахсем, балладăсем, трагедисем, поэмăсемпе калавсем çырнă. 1908 çулта унăн «Сказки и предания чуваш» кӗнеке тухнă, унта «Нарспи» поэма та кӗнӗ. Вырăсла ăна А.Петтоки, В. Паймен, П. Хусанкай тата ыттисем куçарнă.
Константин Иванов та Лермонтова, Некрасова, Кольцова тата ытти вырăс классикӗсене чăвашла куçарнă. Вăл халăх юррисен пуххисене тата чăвашсем валли букварь хатӗрлеме хутшăннă.
Кунсăр пуçне вăл портрет живопиçӗн, графикăпа скульптура ăсти пулнă, букварь валли декорацисемпе иллюстрацисем хăй ӳкернӗ.
Константин Иванов пултарулăхӗ чăваш культуринче тарăн йӗр хăварнă.
Чăваш наци библиотекин архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев