Культурăллă тӗп хула
Республикăри муниципаллă районсенче 2023 çул нумайлăха асра юлӗ. Сăлтавӗ? «Тутарстанăн культурăллă тӗп хули» ята çӗнсе илме тăрăшни.
Республикăри муниципаллă районсенче 2023 çул нумайлăха асра юлӗ. Сăлтавӗ? «Тутарстанăн культурăллă тӗп хули» ята çӗнсе илме тăрăшни. Республикăн шӗкӗр хулине кашни район хăйӗн чи пултаруллă ывăл-хӗрне илсе килнӗ, нихăçан манăçми творчество номерӗсмпе пысăк концерт лартнă. Чи пысăк ăстасен кăсăкран та кăсăк япалисемпе паллаштарнă, районăн ӗçӗ-хӗлӗ çинчен каласа панă.
Ноябрӗн 3-мӗшӗнче конкурса пӗтӗмлетрӗç. III вырăн Саба, Çӗпрел, Пӗкӗлме районӗсем йышăннă. II вырăн çӗнсе илекенӗсем – Аксу, Кукмор, Тюлечи районӗсем, I вырăна Актаныш, Атня тата Елабуга районӗсем тивӗçрӗç. Гран-при, пӗрлех 3 миллион тенкӗлӗх сертификат Арск муниципаллă йӗркеленӗве ăсанчӗ.
«Сувар» çӗнтерӳçӗсене саламлать, кăçал малти ретре палăрайманнисене çитес çул ăнăçлăрах пулма сунать. Конкурс йӗркелӳçӗсене килӗшнине пӗлетпӗр, ăна малашне те ирттересси пирки иккӗленместпӗр.
Сăнӳкерчӗксем Т.Васильеван.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев